Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана ача чухне ҫарран чупса ҫӳренине астӑватӑп, аннӳ тӗрленӗ кӑвак кӗпепе ҫаран ҫинчи чечек пек курӑнаттӑн, тӗслӗ веер пек вӗлкӗшеттӗн.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хула хӗрӗсем пушмакӗсене хывса ҫарран чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Крыльца картлашки ҫинче ларакан ҫарран хӗр ҫӳҫ уҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Таҫта ҫавӑрса ҫитерет-ха ӑна пурнӑҫ урапи: те чикӗ леш енне, те хӑй ҫарран чупса ҫӳренӗ ҫеремлӗ урама? —

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗп ҫинче ҫарран утнӑ чухнехи пек кӑткӑс лару-тӑрӑва ҫаклансан кӑна телейлӗ эп.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ача чух ҫарран пӗрле чупса ҫӳренӗ пӗр-икӗ юлташ пурӑнать ялта, вӗсене курас килет паллах.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Унта эпир ҫуралса ӳснӗ, ҫарран чупса ҫӳренӗ…

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь хулара ҫарран ҫӳреҫҫӗ, тет-и.

Говорят, что сейчас в городе ходят босиком.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Сивӗтиччен ҫарран чупакан урари кашни пӗркеленчӗк палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫарран.

Разутый…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пуҫне татӑк кӑсӑруклӑ тӑвӑр картуз тӑхӑннӑскер, вӑл ытти вӗренекенсем пек ҫарран мар, чӗркуҫҫи таранах михӗ ҫӗлемелли пирпе чӗркесе, урине постол тӑхӑнса янӑ.

В отличие от других учеников, ходивших босиком, он был обут в постолы. Ноги его до колен были обернуты в онучи из мешковины.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Симӗс курӑк хушшинче Ҫарран ҫӳрес килет ман.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ҫинче кӗпе те ҫук-мӗн, хӑрах ури ҫарран

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑрах ури атӑпа, хӑраххи ҫарран.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Якку аттене юр ҫинче ҫарран ҫӳретмелле хӑйне! — татах та татах илтӗнчӗҫ тарӑхупа ҫилӗ тулса тӑкӑнакан сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпир чухне ҫинҫере тӑла пусман, хура тӑла тавраш, кӑвак-симӗс тавраш ҫырма хӗрне йӑтса анман, хӗрарӑм тенӗ ҫын ҫӗр ҫине ҫарран пусман, ҫара пуҫӑн ҫӳремен, ҫавӑнпа ун чухне ҫумӑрӗ те ҫунӑ, тырри те ӑнса пулнӑ.

Бывало, мы в эту пору даже сукно не валяли, к реке близко не подносили ничего черного ал и синего, босиком не смели ступить на землю и, упаси бог, без шапки выйти, вот он, дождичек-то, тогда и лил, и хлебушек родился.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те чухӑнлӑхне пула, те хӑнӑхнипе, Мултиер ҫӑва тухсанах урине салтса пӑрахать те вара мӗн хӗле кӗричченех — йӗпе-сапара та, шӑрӑхра та — ҫарран ҫӳрет.

Мульдиер от самой пахоты и до первого снега ходит босиком то ли от бедности, то ли уж по привычке.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳрет, теҫ, тӗрӗслӗх ҫурран, Утать-мӗн атӑсӑр — ҫарран.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫарран ҫӳреттӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулла вӗсем ҫарран ҫыран хӗррипе чупма хӑнӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех