Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫари (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑй-шай тунипе, Тамара ҫари ҫухӑрса янипе сиксе тӑчӗ Левен — пуҫне тем ҫумне шанлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен те пулмарӗ, — Ванюк хӗрача ҫӳҫне туртрӗ пулмалла, — лешӗ ҫари ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк умра ҫари!

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Марине ҫари! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Анчах ури мунча урайне мар, темӗнле ҫемҫе япала ҫине лекрӗ, унтан ҫавӑнтах хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса янӑ сасӑ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй, ҫутӑ кинжалне йӑлкӑштарса, мӑйӗнчи мӑйкӑҫпах арӑмӗ ҫине ыткӑнчӗ — Тарье, чӗтреве ерсе, ҫари ҫухӑрса ячӗ, анчах хӑйне ҫавӑнтах алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехри хӑпнӑ ача, ҫари! ҫари! ҫухӑрса, йывӑҫ хыҫне пытанма тӑчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрнепи ҫине кив тумтир, пуҫне ҫӗтӗк тюбетей тӑхӑннӑ ачана курчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ, унтан ҫари ҫухӑрса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах хутран-ситрен хӗрарӑм ҫари! те ҫари! ҫухӑра-ҫухӑра ярать.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кимӗ ҫинчи хӗрарӑмсем пурте ҫари! те ҫари! ҫухӑрса ӗсӗклесе йӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те эп сикнине асӑрхаса, те шыв сасартӑк шампӑлтатнипе вӗсем ҫари ҫухӑрса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпир ниҫта пуҫа чикме пӗлместпӗр, алӑкӑн-тӗпелӗн чупатпӑр, ҫари! ҫари! ҫухӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, ҫари! ҫухӑрса, нӳрлӗ тӑпра ҫине ҫатлатса ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл ҫӗре лап! ӳкрӗ, ҫари! ҫухӑрса ячӗ, сӑмсинчен юн тумлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫари! ҫухӑрса шашкӑран парӑнса лӑпчӑнтӑм та часрах анне патне чупса тухрӑм, ун хыҫне пытантӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ура тӳсме ҫук ыратса кайнипе эпӗ ҫари! ҫухӑрса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрарӑмсем вӗсене асӑрхасассӑнах кӗлет алӑкне хупса лартрӗҫ те шалтан тӗкӗ хучӗҫ, вара ним ӑнланмалла мар ҫари! те ҫари! ҫухӑрса юрра ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра темле хӗр ача чуна кайса тивмелле ҫари! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн пире пӑрахса хӑвартӑр? — чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе, пӗтӗм кил-ҫурта янратса, ҫари! ҫухӑрса ячӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех