Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаранта (тĕпĕ: ҫаран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимӗк курӑкне вӗсем ҫаранта, вӑрманта, кӳлӗ хӗрринче тата сӑртанкӑ вырӑнсенче пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Егор Лариванч, каҫар пӗр айӑпа, Мӗтри те, эпӗ те хӗрачана лаша утланса санӑн пусса таптама, ҫаранта ҫитерме хушман.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыйхӑри сӗмленӳ унӑн ӑс-тӑнне ытларах пусса илсен, бук йывӑҫҫисем илтӗни-илтӗнми кашлани йӑлтах шӑпланса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл ялти йытӑсем инҫетре вӗрнине те, юханшыв леш енче шӑпчӑк юрланине те, ҫаранта ҫӳрекен тиха мӑйне ҫакса янӑ хӑнкӑрма сассине те уйӑрса илейми пулса ҫитсен, — пӗтӗм уйрӑм сасӑсем ҫухалма пуҫласан, — вӗсем пурте, пӗр тикӗс те хитре сасӑ пулса тӑрса, кантӑкран вӗҫсе кӗнӗ те, темӗнле уҫӑмлах мар, анчах ҫав тери илемлӗ тӗлӗк евӗр унӑн вырӑнӗ тавра вӑрахчен вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек туйӑна пуҫланӑ ӑна.

Когда дремота все гуще застилала его сознание, когда смутный шелест буков совсем стихал и он переставал уже различать и дальний лай деревенских собак, и щелканье соловья за рекой, и меланхолическое позвякивание бубенчиков, подвязанных к пасущемуся на лугу жеребенку, — когда все отдельные звуки стушевывались и терялись, ему начинало казаться, что все они, слившись в одну стройную гармонию, тихо влетают в окно и долго кружатся над его постелью, навевая неопределенные, но удивительно приятные грезы.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

16. Израиль ӗнтӗ чӑхӑм тына пекех тӳрменленет; ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа халӗ вӗсене путексене ирӗклӗ ҫаранта кӗтнӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ-ши?

16. Ибо как упрямая телица, упорен стал Израиль; посему будет ли теперь Господь пасти их, как агнцев на пространном пастбище?

Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех