Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарамас сăмах пирĕн базăра пур.
ҫарамас (тĕпĕ: ҫарамас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑра лӑсӑллӑ уртӑш тӗми ҫывӑхӗнче ҫурма ҫарамас йӗкӗтсем ихӗрешнине асӑрхать вӑл сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утравӑн кӑнтӑр енне, хӑйӑрлӑ вырӑна, ҫурма ҫарамас арҫын тӗмсем леш енчен темле хӗрарӑмпа ыталанса тухса выртнине асӑрхасан, хӑйне сасартӑк электротокпа ҫаптарнӑн, вӑрманҫӑ чутах каялла ҫаврӑнса ҫапӑнмасть:

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапах та циркра шав ҫӗкленчӗ, тӗлӗре пуҫланӑ Ҫтаппан та куҫне уҫрӗ, арена ҫинче ҫурма ҫарамас арҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫарамас пулсан та паллӑ, Кашнине ятран пӗлен.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Кӗтесси, — тееҫҫӗ, — вилӗм, — Кӗтрӗ ҫарамас тӗнче.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Ман тавра ҫарамас ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, вӗсен пилӗкӗнче пиҫиххисем ҫеҫ.

Меня окружила толпа голых людей, имевших на теле только пояса.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсен ҫарамас ӳчӗсем вут ҫути ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Их голые тела блестят от пламени костра.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫарамас хӗр ҫав тери ҫывӑха килнипе ӑнран кайнӑ ача тӑвайккине чупса хӑпарчӗ, сӑрт хӗррипе хирелле ыткӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кун вара вулӑ речӗсем ҫип ҫапнӑ пек тикӗс, тӳп-тӳрӗ, «Раҫҫей мисӗ» ячӗшӗн тупӑшӑва тухнӑ яштака, шулака ҫурма ҫарамас пикесем пек селӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тӑвӑн, ҫарамас ҫӳреме те юрамасть…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сӑмах майӗн кӑна калать: «Мана кам та пулин ҫарамас курас пулсан, эпӗ ҫавӑнтах вилетӗп», — тет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш этем мунчана та, шыва та ялан пӗр-пӗччен кӗнӗ, ҫын куҫӗ умне ҫарамас курӑнман, унӑн ҫуначӗсене никамӑн та курма юраман, ют куҫ курсанах — ҫунатлӑ ҫыннан вилмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Алӑк патне йӑтса пырсан ҫеҫ: — Тӑхтӑр-ха, ҫарамас ӑҫта илсе каятӑр? — терӗ те Плаки, ҫакӑнса тӑракан кӗрӗке илсе, Анук ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унсӑрӑн ӗҫ ҫынни выҫӑ та, ҫарамас та тӑрса юлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑшман салтакӗсенчен чылайӑшӗ ҫара уран, ҫарамас.

Многие вражеские солдаты босы, раздеты.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ ав виҫ утӑмра ҫарамас хӗр кӗтет ӑна.

Сейчас же это счастье находилось рядом, в трех шагах от него, а он робеет, ни на что не решается…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Паян та, иртнӗ уйӑхра та… мӗн хӑй астӑвассах ҫын патӗнче вӑл, ют ҫӗрте, суранлӑ ӳт-тирпе урамра ҫарамас ларнӑ пек.

…Вот и сегодня, и месяц назад, да и сколько себя помнит, Яндул все время в чужих людях, словно раздетый израненный, сидит посередь улицы на виду у всех.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку вара — халӑх умне тухса тӑнӑ ҫарамас ҫын пек: ниҫта та пытанма ҫук.

А перед этим окошком стоишь словно нагой перед всем народом.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл картах сикрӗ те чарӑнчӗ: курӑк хушшинче ҫӑмӑл чӑштӑртату илтӗнет; ҫав самантра Стар ҫумӗнченех, ӑна асӑрхамасӑр, кӗл тӗслӗ этем вирхӗнсе иртрӗ, — ҫарамас, аллинче — кӗске ҫӳхе сӑнӑ.

Он вздрогнул и остановился: в траве послышался легкий шум; в тот же момент мима Стара, не замечая его, промчался человек цвета золы, голый, с тонким коротким копьем в руках.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех