Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапларах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурланса юрлать вара Шывачи юрату ҫинчен, тен, хӑйӗн шӑпи ҫапларах килсе тухнишӗн хурланса юрлать вӑл?

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗр икӗ-виҫӗ миллиард ҫул каялла Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ҫапларах шыв пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапларах ӗмӗтленсе ӗҫлеҫҫӗ хӗрпе каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Малти 10 вырӑна Патӑрьелсен 3, Тӑвайсен 2 представителӗ кӗнӗ пулсан, Елчӗксем рейтинг тӑрӑх ҫапларах вырнаҫнӑ: Александр Бикулов — 37-мӗш, Валерий Смирнов — 42-мӗш, Надежда Зайцева — 58-мӗш, Алевтина Пузырева — 78-мӗш, Марина Гладкова — 92-мӗш, Николай Тихомиров — 95-мӗш.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Техника лайӑх пулсан, уй-хир ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлама меллӗ», - тесе ҫапларах палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Халӗ те ҫапларах иккен.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Шупашкарти ЧАПП ӗҫӗ те ҫапларах йӗркеленнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑт ҫапларах иккен халь: паянтан эсир пушшех ку таранччен пулнӑ кӑткӑс пулӑмсене пачах урӑхла ӑнланма, ӗҫе кӗртме, хак пама пуҫлатӑр пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Халӗ вара ҫапларах хыпарлаҫҫӗ: комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ.

А теперь сообщается следующее: комбайн будет называться не «Айдак», а «Аван».

Комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35793.html

Атнаш ялӗнче ҫапларах хаваслӑ иртет ачасен ҫуллахи канӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх кунӗ ачасене савӑнӑҫ кӳнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81%d1% ... ay%d0%bde/

Субсиди йӗрки ҫапларах.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Асӑннӑ юмахсенчи тӗп сюжет йӗрӗ ҫапларах аталанать: паттӑр инҫе ҫула тухать (сӑлтавӗ тӗрлӗрен: тӗп герой патша вӑрҫине кайнӑ ашшӗне шырама каять е амаҫури вӗлересрен килтен тухса тарать, е тӑван ашшӗ усала сутнине пула килтен тухса кайма тивет унӑн — анчах ытларах чухне паттӑр ҫухалнӑ хӗрсене е амӑшне шырама каять); шыв хӗрринче хӗрсене Ҫӗлен ҫиесрен хӑтарать, унӑн паттӑрла ӗҫне шыв турттаракан (салтак) хӑй ҫине илет; юлашкинчен тӗрӗслӗх ҫавах ҫиеле тухать, юмах каччӑ авланнипе вӗҫленет.

Основной сюжет в перечисленных сказках развивается следующим образом: герой-богатырь собирается в дальнюю дорогу, для этого имеются разные причины — задумывает найти отца, не вернувшегося с царской войны; совершает побег, спасаясь от преследований злой мачехи, замышляющей убить его; вынужден покинуть родной дом из-за отца, продавшего его нечистой силе; отправляется на поиски пропавшей невесты либо матери, спасает ее от верной гибели, уводя от коварного змея, но его героические заслуги присваивает себе водовоз (солдат и др. ), потом, к счастью, обман раскрывается, и заканчивается все женитьбой героя.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«PROГород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх ҫапларах хыпарланӑ: утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Вокзалҫум урамри 10-мӗш ҫурт ҫине йывӑҫ ӳкнӗ.

По сообщению народного корреспондента газеты «PROГород» указывается, что утром 27 июля на дом №10 по улице Привокзальной в Чебоксарах свалилось дерево.

Ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35316.html

Малалла вара ҫапларах текст:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Унӑн специфики те ҫапларах, ӑнсӑртран пырса лекнӗ ҫын унта вӑрах тытӑнса тӑраймасть, мӗншӗн тесен ҫак отрасльте чи кирли — тӳсӗмлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӑшпиллӗх.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем тӑвакан директорсен канашӗн председателӗ Кирилл Липа сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Ҫапларах вӗрентсе, ӑнӑҫлӑ ҫул сунчӗ мана пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Лайӑх ӗҫлесен, палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитсен, канма та аван, хытӑ ӗҫлесе ывӑнсан, кӑштах каннӑ хыҫҫӑн тата та пысӑк ӳсӗмсем патне ӑнтӑлма та кӑмӑл-туйӑм лайӑхланать», – тесе ҫапларах каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче ентешсене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑнакансене саламланӑ май, ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех