Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапкаланса (тĕпĕ: ҫапкалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма тесен нимӗнле упа та сана чарса пирус парса хӑварма ыйтмасть; нимӗнле упа та, сӑра мехӗнсе, пӑру хӳри ҫумне ҫыпҫӑннӑ куршанак евӗр ҫапкаланса ҫӳремест; нимӗнле упа та… ӗҫсӗр аптӑраса ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫерҫисем, тусан ҫинче ҫунаттисемпе ҫапкаланса, чӗкӗл-мекӗл тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эсӗ вара такамсемпе ҫапкаланса ҫӳресе, уйӑхне виҫӗ ача ҫуратсан та, вӗсен ашшӗ пӗрех эпӗ пулӑп, мӗншӗн тесен эпир ҫырӑннӑ, санӑн ӗнентермелли пур!..

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Колонна хыҫӗнче пӗччен ҫапкаланса пыраканӗ кам?

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ют арӑмсемпе ҫапкаланса ҫӳреме ҫеҫ вӑхӑт пур сан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳремест, ӗҫсе-ӳсӗрӗлсе минремест.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Комсомолецсен рейдне чӗнтӗм те эпӗ ӑна, вӑл: «Эпӗ коммунист, сирӗнпе ҫапкаланса ҫӳреме ачамккӑ мар», — тесе ҫеҫ алӑ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗлӗкри пек, ҫӑра тӗтре ӑшӗнче, ӳтсӗр мӗлке пек, нимӗн те курмасӑр-илтмесӗр, мӗн тунине ӑнланмасӑр ҫапкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамсенче никам та ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑн та, пӗр тепӗр ҫын айккинчен пӑхса тӑрас пулсан, мучи ҫапла шапа пек ҫапкаланса тӑнине курсан кулса вилӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эсӗ ҫапкаланса ҫӳренӗ пирки! — хыттӑн каларӗ Ухватов.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ӑҫта ҫапкаланса ҫӳретӗр эсир?

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗн ӗне фермин текех кайра ҫапкаланса пыма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла ҫапкаланса ҫӳретӗп ҫут тӗнче тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Укҫи сахал, хваттерӗ ҫук, ӗҫӗ шуйттан чухлӗ, — выльӑх-чӗрлӗх енӗпе районӗ чӑн кайра ҫапкаланса пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Эх ухмах, ухмах, мӗн хӑтланса пурӑнтӑм, ӑҫта ҫапкаланса, мӗнле телей шыраса ҫӳрерӗм пуль эпӗ ҫак таранччен!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ман бригада хӳрешкере ҫапкаланса пырать-и-ха!

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӳсӗр пуҫпа ҫапкаланса ҫӳриччен футбол е хоккей курса лартӑрччӗ хӑть, — сиввӗн хушса хучӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пилӗк ҫул таҫта ҫапкаланса ҫӳренӗ арӑмӑм манпа тепӗр хут пӗрлешесшӗн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урӑм-сурӑм ахӑрашса, ҫапкаланса ҫӳрет Тихӑн эшкерӗ, ял-йыша сехӗрлентерсе ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех