Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи куна каҫхи сарӑ сӑн ҫапа пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗрешекенсем чӑмӑрӗсемпе вирлӗрех ҫапа пуҫларӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтан вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те уяр та таса, анчах кӗрхи сӑн ҫапа пуҫланӑ пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫапа тума сертификат май парӗ.
Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil
Вӑрманти вӗрене ҫулҫисене сарӑ, кӗрен тӗс ҫапа пуҫларӗ.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Каҫхи кӗлле чан ҫапа пуҫларӗ.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Тимӗрккесем, Пакартасем вуншар ҫул ҫапмасӑр тӑнӑ капанӗсене ҫапа пуҫларӗҫ.
Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫтаппан тӳрленсе хаклӑ сӑн-пит ҫине пӑхрӗ те ӑна вилӗ сӑнӗ ҫапа пуҫланине сисрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫини мӗнле, ӗҫлени ҫавнашкал, теҫҫӗ, — тепӗр майлӑ ҫапа пуҫларӗ Петӗр.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Мал енчен сулхӑн ҫапа пуҫларӗ.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӳсе киле Ухтиванӑн уҫӑ кӑмӑлӗ ҫапа пӗлмен ҫын аллинчи пушӑ пек пулса тӑнӑ.Подрастая, Ухтиван все больше чувствовал, что не знает, как жить дальше.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫанталӑк пӗлӗтлӗччӗ те, анӑҫалла паҫӑрах куҫнӑ хӗвел курӑнмастчӗ, ҫавӑнпа тавралӑха сӗм ҫапа пуҫланӑччӗ, кӑштах йӗпхӳ ҫӑватчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, Деникин Торговӑй тата Тихорецки чугунҫул узлисем ҫине ҫапа пуҫлӗ те, Калнин ушкӑнӗпе тинӗс хӗрринчи Сорокин ушкӑнне пиртен татса илме пикенсе пӑхӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл ӗнтӗ шаннӑ, ӑна нӳрӗ те тӑкӑс шӑршӑ ҫапа пуҫланӑ.Она уже увяла, и к ее благоуханию примешивался легкий запах сырости и тления.
11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫынсем те сӑмсисене турткаласа нӑшӑклатма тытӑнчӗҫ, вара шӑршлӑ, усал тар шӑрши, ҫуннӑ эрех шӑрши тата хытӑрах ҫапа пуҫларӗ.В толпе зашмыгали носами, и сильней стал слышен запах едкого, застарелого пота и винного перегара.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл кӑшт куҫне хӗсрӗ, тарӑнӑн та тутлӑн сывласа илчӗ, вара эрех шӑрши камерӑра вӑйлах ҫапа пуҫларӗ.Он прижмурился, вздохнул глубоко и сладко, и запах водки стал слышнее в камере.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Революци шӑрши ҫапа пуҫларӗ…
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл эпӗ пуҫ пӗкессе, авӑнарах ҫӳрессе кӗтнӗччӗ пулӗ те ӗнтӗ, хӑвӑр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, ҫапа пӗлмен пушши хӑйнех ҫаврӑнса чашлаттарчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапа пӗлмен пушӑ хӑйне ҫаврӑнса тивнӗ тенӗшкел, ак, тинех!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, ҫапа пӗлмен чӑпӑркка!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
- 1
- 2