Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑкрах (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл ҫамрӑкрах чухне ун патне каччӑсем те евчӗ хыҫҫӑн евчӗ янӑ, анчах хӗр нихӑшӗнпе те йӳнеллӗ калаҫман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсенчен куҫа курӑнман асамлӑ сӑнӑсем ывтӑнса ӳт-пӗве йӗплентернӗ пек Герасим Федотович ҫӳҫенсе илчӗ, унӑн ҫамрӑкрах, чипертерех пулас килчӗ, кӗлеткине йӑрӑслантарса йӑл кулса янӑскер ӑмӑрткайӑклӑ карттусне чалӑшраххӑн лартрӗ, куҫне ачашшӑн чалкӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫамрӑкрах чухне вӑл хӑма ҫурса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анне те час-часах: «Мӑнукӑма хамах пӑхса ҫын тӑвӑп. Санӑн халь, ҫамрӑкрах чух, пурнӑҫ юлташӗ тупма тӑрӑшмалла — унсӑрӑн пурнӑҫ эрӗм тути калакан пулӗ», — текелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Юлашки вӑхӑтра пӗр ҫирӗм ҫул Украинӑра пурӑннӑччӗ, малтан, ҫамрӑкрах чух, Мурманск облаҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫитменнине сирӗн пекех ҫамрӑкскер, тен, сирӗнтен те ҫамрӑкрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурин хӑлхисенче те — кӗмӗл алка, ҫамрӑкрах хӗрарӑмсем мӑйӗсенчен шултра, тӗксӗм ҫутӑ шӑрҫа ҫакнӑ.

В ушах у всех — серебряные серьги, на шеях молодых женщин — крупные, темные бусы.

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Комсомолта ӗҫлеме, калӑпӑр, пӑртакҫах ватӑлнӑ, ҫапах та, мӗнле пулсан та, сухалсӑр кӑштах ҫамрӑкрах курӑнатӑп…»

Для комсомола, изложим, несколько устарел, по, как бы там ни было, без бороды кажусь намного моложе…»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара ватӑскерех тек килте ахаль ларасшӑн пулмарӗ: ӗҫсӗр лараканшӑн кун вӑрӑм, текелесе, госпитале аманнӑ салтаксене пӑхма кайса кӗчӗ (ҫамрӑкрах чухне вӑл больницӑра сестра пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ вӗсенчен 25 — 30 ҫул ҫамрӑкрах пулсан та, ҫав кинемисене яланах Наҫтаҫ аппа, Уҫтен аппа тесе ятран тӑванла чӗнеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсен хушшинче Шуркассинчи Кичаева бригадинче ҫеҫ 2-3 ҫамрӑкрах хӗрарӑм ҫӳретчӗ, ыттисем йӑлтах ватӑсемччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫамрӑкрах чухне эпир хӗрачан пит-куҫне кӑна пӑхатпӑр, хитрелӗх паспортне эппин.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫамрӑкрах чухне те сана мӗн кирлине чухлаймастӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑйӗнчен ҫамрӑкрах йӑмӑкне каласа пачӗ, лешӗ — тепӗр аппӑшне.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ывӑлпа мӑнук ҫамрӑкрах.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапла, — малалла хавхаланса калама тытӑнчӗ Улля аппа, — ҫынсем калакан кӗвӗсене калас килмест ман, хамӑн илемлӗ ҫӗнӗ кӗвӗсем шухӑшласа кӑларас килет, тетчӗ Ҫтаппан ҫамрӑкрах чух.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уру-аллу та сывӑ сан, ҫулпа та эс пиртен ҫамрӑкрах.

Жив-здоров и годами нас моложе.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ма эпӗ кӑшт ҫамрӑкрах мар-ши текеннисем те пур ӗнтӗ.

А иные, помоложе, сетуют, что не взяли ее в свое время в жены.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫулӗпе те Микулай арӑмӗнчен ҫамрӑкрах.

Мигулай моложе жены.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех