Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑклӑхӗ (тĕпĕ: ҫамрӑклӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑклӑхӗ тӑван ялтах малалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Ҫавӑнпа ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ унӑн кунта иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ пирки информаци ҫук.

О его юности нет информации.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Светлана алӑри ачапа, «вӗлтрен хушшинчен» тупнӑ ачапа, тӑрса юлӗ, ку вара унӑн ҫамрӑклӑхӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнине пӗлтерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Марьесен ҫамрӑклӑхӗ йывӑр тапхӑрта иртрӗ пулин те, илемлӗ ҫамрӑклӑх пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗве кӗнӗ хӗр, чун хусканӑвне пӗр туйса-сиссе тӑраканскер, хӑйӗн ниҫта шӑнӑҫайми ҫамрӑклӑхӗ чун тусӗ ыйтнӑ вӑхӑта — пурнӑҫӑн чи хаклӑ тапхӑрне туссӑр-савнисӗр ирттернӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ ҫине нихӑш енчен те пӗр хура пӑнчӑ та ларманнине ӑнлантӑм эпӗ, манӑн ытти хӗрачасене те пурне те ҫавнашкал ӳссе ҫитӗнтерес килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫак кун ун чӗрин вӗри таппи, ун кӑмӑл-туйӑмӗн таса ҫамрӑклӑхӗ пушшех те уҫҫӑнрах палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ӗлккен пит-куҫӗнче тӗкӗнмен-саланман ҫамрӑклӑхӗ халь-халь вӗресе тӑкӑнасла, ҫиҫкӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗр ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ — Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӳснӗ кӗҫӗн ҫулсенчи пин-пин совет ачин шӑпи.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлама пуҫланӑ кайӑксем еннелле утма тӑрать ҫеҫ, куҫа курӑнман юрӑҫсем теме сиссе шӑпӑрт пулаҫҫӗ, мучин ҫамрӑклӑхӗ аяккалла кайса ҫухалнӑ пекех, пӗчӗк юрӑҫсем те таҫта вӗҫсе пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫӗнӗ мастерӑн ҫамрӑклӑхӗ, унӑн уҫӑ кӑмӑллӑ кулли кӑна каялла туртмасть-ши ӑна?

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав каҫхине Лавр, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса, хӑйӗн тахӑш вӑхӑтра ним уссӑр, сисӗнмесӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен шухӑшласа хурланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ваҫли юратнӑ хӗрӗ ҫухалнине хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ иртнӗ пекех йышӑннипе, ҫав-ҫавах апат ҫинӗ-ҫимен, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман пурӑнчӗ, никампа та калаҫсах каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахтупайӑн ҫамрӑклӑхӗ ҫак шыв хӗрринче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку шкулта вӗсен ҫамрӑклӑхӗ иртнӗ: телейлӗ пулнӑ-ши вӑл вӑхӑт, телейсӗр-ши — ун ҫинчен халӗ икӗ тус шухӑшламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла хӑйне хӑй тиркесе ларнӑ Павлуш, Баратынский хӑйӗн савӑнӑҫлӑ ҫамрӑклӑхӗ епле иртни ҫинчен каласа панине итленӗ чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах сӗтел хушшине ларсан, вӑл хӑйӗн иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа парса итлекеннисене чӑннипех тӗлӗнтерчӗ: танго, мазурка вӑл ӗлӗк пит ҫӑмӑллӑн ташланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шуан ҫамрӑклӑхӗ, именчӗк-айӑплӑ, пусӑрӑнчӑк сӑнӗ Линзӑна татӑклӑнах хавхалантараҫҫӗ; халӗ вӑл темӗнле кӑнттам вӑйӑ та ҫав тери ӑнӑҫлӑ килсе тухасса чухлать.

Молодость Шуана, его застенчиво-виноватое, подавленное выражение лица окончательно ободрили Линзу, он знал теперь, что самая грубая игра выйдет великолепно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, вӑй-халӑр тата чун ҫамрӑклӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, пурнӑҫра ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшпиллӗ юратӑвӗпе пулӑшӑвне яланах туллин туйса тӑрӑр!

Пусть не иссякают ваша доброта, жизненная энергия и молодость души, а жизнь будет наполнена любовью и заботой близких людей!

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/01/news-3672443

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех