Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир, Молли, питӗ ҫамрӑк, сирӗнешкел ҫамрӑк этеме вара ӗҫе кирек хӑш еннелле те татса памашкӑн тепӗр чухне вӑл хӑй туса хуракан мӗлке те ҫителӗклех, унтан вара — йӑнӑшне йышӑниччен вилме те ҫӑмӑлрах тет ахӑр.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсен юхӑмӗ, Ҫамрӑксен Николаев вулавӗсем, СССР космонавт летчикӗ А.Г. Николаев космоса вӗҫнине халалланӑскерсем, ачасене професси суйласа илме, чӑн-чӑн патриотсем пулса ҫитӗнме пулӑшаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/12/news-3538315
Мӗнпур ҫынна пурӑнмалли лайӑх условисемпе тивӗҫтересси, ҫамрӑксене лайӑх пӗлӳ илме, ӗҫлекен халӑха професси ӑсталӑхне аталантарма кирлӗ пек майсем туса парасси, ҫамрӑк тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси пирӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем пулнӑ та, пулаҫҫӗ те.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Эпир ҫамрӑк Антонио Гонзалеспа унран кая мар ҫамрӑк Джоанна Скоррей мӑшӑрланнӑ кун пырса ҫитнӗ иккен.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
«Эх, ҫамрӑк ҫав пирӗн кадрсем, ытла ҫамрӑк, — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Крапивин.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Ҫамрӑк хресчен» комсомолецсемпе ҫамрӑксене ҫӗннишӗн вӑйлӑрах кӗрешме чӗнет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Ҫулталӑк аспиранчӗ», «Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» конкурссем тата аслӑ шкулсенчи ҫамрӑк преподавательсен «Уҫӑ лекци» фестивальне йӗркелесе ирттересси йӑлана кӗчӗ.
Олег Николаев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/02/08/glava-chu ... et-s-dnyom
Чӑваш республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр — Открываем новые имена» литература конкурсӗ малалла пынине аса илтерет.
«Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература ӑмӑртӑвӗ хайлавсем йышӑнать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30750.html
— Смир-р-рно! — ҫамрӑк пырӗпе пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ, — аллисене пилӗке тытса боецсен фрончӗ умӗпе ӳпӗнсе пыракан, сӑран курткине хыттӑн туртса ҫыхнӑ нар пек хӗрлӗ ҫамрӑк ҫын.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл ҫамрӑк чухне хӑйӗн учителӗ тата вырӑс революцийӗн шанчӑкӗ тесе шутланӑ генилле ҫамрӑка Николай Евграфович Федосеева аса илчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ку ыйтӑва вӑл кӗтесселле, ҫамрӑксем таччӑн ларнӑ ҫӗрелле, хӑй ҫине ҫамрӑк арҫынсемпе хӗрсен куҫӗсем хӑраса та хавасланса пӑхнӑ вырӑна, чул ывӑтнӑ пек ывӑтрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Мансӑр пуҫне тата виҫӗ е тӑватӑ ҫамрӑк тӑракан кружокра эпӗ пуринчен те ҫамрӑкчӗ, ҫитменнине эпӗ Дж.-Ст.В кружке, куда входили ещё трое или четверо юношей, я был моложе всех и к тому же Джон Стюарта.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑна Курак кӗртрӗ, тавлашу та пулмарӗ темелле: вӑл ҫамрӑк, пит те ҫамрӑк пулнӑ пулин те, пиҫӗхнӗ, нумайранпа ӗҫлекен, профессионаллӑ революционерка тата техникӑна та пӗлет, ҫавӑнпа та Бауман сӑлтавласа панине хирӗҫлеме Густылёвӑн хӑюлӑхӗ те ҫитеймерӗ.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сӗтелсенчен пӗрин хушшинче пӗр ҫирӗм ҫулхи ҫамрӑк, кӳпшеке те сывмар ҫынӑнни евӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ, пӗчӗк куҫлӑ, ҫуллӑ ҫамкаллӑ тата вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан тӑнлавлӑ ҫамрӑк ларнине асӑрхарӑм.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл ҫамрӑк, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫамрӑк, амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн нумаях та пулмасть тӗпе юлчӗ.Человек он, вы знаете, молодой, недавно после матери наследство получил.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Вӑл хӑйне ярса тытнӑ козаксен аллисем ҫине майӗпен уртӑнчӗ, вара ун вӗри юнӗ ҫӑл тапнӑ пек шарлатса юхса анчӗ; тепӗр чухне асӑрханусӑр тарҫӑсем кӗленче савӑтпа нӳхрепрен эрех йӑтса пыраҫҫӗ; ҫавӑнтах алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗсен ури шуса каять те, ҫак хаклӑ эрех савӑчӗ ӳксе ҫӗмӗрӗлет: эрехӗ пӗтӗмпех ҫӗре юхса тухать; хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи чи кирлӗ вӑхӑтра ӗҫме, турӑ парсан, ҫамрӑк чухнехи юлташне тӗл пулса унпа пӗрле ҫамрӑк чухнехи урӑхла вӑхӑта, ҫынсем кун пек мар, лайӑхрах савӑнса ирттернӗ вӑхӑта аса илме тӗл килсен ӗҫме хатӗрленӗ эрехне тӑкса янине курса, хуҫа чупса пырса хӑйне пуҫран ярса тытать; ҫак тӑкса янӑ эрех пек юхса тухрӗ Кукубенко юнӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Сечьшӑн!» терӗҫ майӗпен ваттисем, кӑвакарнӑ мӑйӑхӗсене хускатса; унтан вара, ҫамрӑк хӑлатсем пек хускалса, вӗсем хыҫҫӑн ҫамрӑксем каласа хучӗҫ: «Сечьшӑн!»
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн улшӑнса кайнӑ начар сӑн-питӗнчен ӑна ҫамрӑк теме май пулмасан та, хӗрарӑмӗ самаях ҫамрӑк курӑнать-ха.Казалось, она была еще молода, хотя в искаженных, изможденных чертах ее нельзя было того видеть.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл юратупа кӑшт ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй вылянӑ чухне ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй хӑват вӗресе тӑнӑ чухне ҫеҫ пурӑнса юлнӑ, унтан хӑйне илӗртнӗ ҫиллес ҫын ӑна пӑрахса алла хӗҫ тытнӑ, вӑхӑта юлташӗсемпе те ӗҫкӗ-ҫикӗре ирттерме тытӑннӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫук, ҫамрӑк мар ҫав юланутҫӑ (пусмаран ҫӗленӗ ҫӑлтӑрлӑ шлемсем тӑхӑннӑ ҫынсен вӑрҫинче вӑл ҫамрӑк пулма пултарайман.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.