Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамкине (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара, тем аса илнӗ пек, кӑвак куҫне хупса, ҫӳллӗ ҫамкине пӗркелентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унтан вӑл, хӑй хытӑ пӑлханнине кӑтартас мар тесе, чӳрече умне пычӗ, ҫамкине сивӗ кантӑк ҫумне тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тилхепе вӑрӑ-хурах ҫамкине касса кӗчӗ, лешӗ пурпӗрех шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ҫамкине урай хӑми ҫумне тивертсе пуҫҫапрӗ те, ура ҫине тӑрса, ҫирӗм пуса турӑш умне хучӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе ҫатлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑхсӑхса ҫамкине урай хӑми ҫумне тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑхӑн вӗри сывлӑшӗ анса ӑшӑтман сивӗ урай Лукарьен ҫамкине чӑштах уҫӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамкине урайне тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫамкине «Сывӑ пултӑр Октябрьти социализмла Аслӑ революци 13 ҫул тултарни!» тесе ҫырса ҫакнӑ, В. И. Ленинпа И. В. Сталин портречӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑрӑм шертесем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑйӗ ҫумне хӗссе, асар-писер мӑйракаллӑ ҫамкине малалла турӗ, ҫирӗп урисем ҫине хытӑ тӗревленсе, пӗрре хӗрлӗ, тепре ҫутӑ курӑнакан куҫӗсене хуҫи ҫине тӗллерӗ — Микуль те, ыттисем те тапах чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан чӑтаймасӑр ҫамкине хыпашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Иливан шӑлне ҫыртрӗ те пушӑ вӗҫӗ тивнӗ ҫамкине ал лаппипе тытса ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара ҫамкине картлантарсах шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Унтри пӗчӗкрех ҫамкине картлантарсах дипломатиллӗ сӑмахсем шырать, анчах тупаймасть.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Пуп ун патне пычӗ, ҫамкине тытса пӑхрӗ: «Не болен ты?» — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫук, урӑх ҫӗре тарнӑ пулӗ, — терӗ юлашкинчен стражник, тарлӑ ҫамкине тутӑрпа шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ ҫылӑхлине ӑҫтан пӗлетӗн? — терӗ атте, ҫилленнипе ҫамкине пӗркелесе.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче тарлӑ ҫамкине тутӑрпа сӑтӑркаласа: — Тийӗр, халех! — терӗ хытӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тата ун патне кӗре-кӗре ҫамкине тытса пӑхакан чӗмсӗр старик кам пулчӗ-ши?

Часто заходил молчаливый старец, щупал лоб и уходил. Интересно, кто он такой?..

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук кӗткелесе тӑчӗ те ҫамкине шӑлса илчӗ.

Ивук подождал и вытер лоб.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех