Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урама, улаха та вунтӑваттӑ-вунпиллӗкрех ҫӳре пуҫланӑ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ӑна йӑпатма, ӑсатма хӑтланса пӑхнӑ — яхӑна та яман ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Сасартӑках калаймастӑп, — терӗ те ҫакскер, пуҫ каснӑ пек, урамалла тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Ҫакскер пыл хурчӗсене пӑхма вӗреннӗ тет, хӑй вара кӳршӗ ял-йыша хуран кукли пӗҫерме вӗрентнӗ.

Научился он добывать мед, а в благодарность научил жителей этого селения готовить хуран кукли.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Унтан йӗкӗлтешкелесе калаҫа пуҫларӗ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакскер пӗр турилкке панулми сӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗр-полковнике курсассӑн ҫакскер пуҫне аяккалла пӑрчӗ, асӑрхаман пек пулчӗ, хӑйӗн ҫыннисене Атӑл хӗррине часрах кайса унта кам пур ҫавна илсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кай вӑрмана, турттарса кил вутӑ-шанкӑ, — хушать ҫакскер мана.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакскер вара хӑйӑ ҫутма тесе кӑмака умнелле иртет те темӗскер пӑшӑл-пӑшӑл тунине илтет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакскер вара, ҫара пуҫӑн лараканни енне ҫаврӑнчӗ те, кӑшт куларах ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старикпе ун юлташӗсем патне чуптарса ҫитрӗ те ҫакскер, чӗлпӗрне карт турттарса, утне тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мӗн пулчӗ ку? — шухӑшласа илчӗ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр саманта ҫакскер ним шухӑшламасӑр выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, Ишмук, — тет ҫакскер, — ман вырӑна санӑн ҫеҫ ҫуралмалла пулнӑ та ҫав!»

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакскер ҫине пӑхса-пӑхса, ытти ҫуртсем унран аяккарах тарса кайма тӑрӑшаҫҫӗ тесе те калӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Паян кашта ҫине ларнӑ пулсан, ыран ҫӑмарта туса парать, пирӗн пуясси пуҫланать, — тесе хучӗ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Нумаях та пуҫне ватса тӑмарӗ ҫакскер — ҫӑкӑр таткине пӗчӗк сӑмсипе ҫӑтӑххӑн кап! хыпса илчӗ те, пӑрлатса ҫӗкленсе, хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Эпӗ ӑспа ҫавӑрма та ӗлкӗреймерӗм — ҫакскер, ҫитсе, ҫӑпана: «Ак сана!» — тенӗ пек, мана янахран, «ҫӗрӗк хӗрлӗ суханран» пӗр сантиметр мар, пӗр миллиметр та супӑнмасӑр-пӑрӑнмасӑр, ша-а-а-ап! шаплаттарчӗ (хирӗҫли командӑри тахӑш «Ворошилов стрелокӗ» урипе мечӗке юри шӑп та шай манӑн чуна илекен ҫӑпана тивертмелле кӳплеттерсе-панклаттарса янӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Уйрӑмах Горбачевпа Ельцина, Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗсем тесе, чӗтреве ерсе, кӑвакарса кайса, «пиҫӗ хулӑпа ӑшалатчӗ, тапкӑ-ҫупкӑ та паркалатчӗ» ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех