Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаклатса (тĕпĕ: ҫаклат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухьяна янах айӗнче сӑран е пир антӑрлӑхпа е тата тенкӗллӗ пӳшкӗнпе ҫаклатса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Степлерӑн хыҫалти пайӗнче (шарнир патнеллерех) металлран тунӑ тухса тӑракан пай пулма пултарать, унпа усӑ курса такара ҫаклатса кӑларма меллӗ.

В задней части сшивателя (ближайшей к шарниру) может располагаться металлический выступ, который применяется для подцепления скоб при их разгибании и извлечении.

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

Юрать-ха, вӗсене пӗр-пӗр кукӑр алӑ ҫаклатса кайма ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, алӑкне ҫекӗлпе ҫаклатса питӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ-амӑшӗн пилӗсӗр-ирӗкӗсӗр, саккунсӑр-мӗнсӗр пӗрлешнӗ-чӑмӑртаннӑ ҫемье проводницӑран икӗ алюмини курка туянчӗ, пӗр станцинче, столовӑйне апата кӗрсен, икӗ кашӑкпа пӗр чашӑк ҫаклатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Хӑш ялтан, камӑнне ҫаклатса килнӗ-ши ӑна тукмак хӳре?

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ирина, урипе пукана ҫаклатса ӳкерсе, кантуртан чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аялтисенчен ман пролет валли пиллӗкмӗш номерлӗ икӗ плита ҫаклатса парса яма ыйт-ха!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ун мӑйӗнчен хайхи юман тукмакки «медале» ҫаклатса хурать, ҫӑраҫҫийӗпе питӗрсе илсех.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫинахван Сафин трактор ҫӗҫҫине аялтан ҫӑмӑллӑнах илтерет те, юнашар выртакан йывӑҫсене троспа хӑвӑрт ҫаклатса, ҫул хӗррине кал-каллӑн сӗтӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗсрене, вӗренпе ҫаклатса, эртелпе туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗрте вырттарсан, урапа-ҫуна, трактор е ӳкнӗ йывӑҫ ҫаклатса тӑна илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тантӑшсем аллисене ҫаклатса ҫаврӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур вӑлтине ӑман тирсе кӗпер ҫинченех шыва ячӗ, вӑлта аврине кӗпер карлӑкӗнчен ҫаклатса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗре ӳкмен пулсан вӗсене ҫав самантрах таҫтан вӑрмантанах вӗҫсе килнӗ турат ҫаклатса каятчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь ӗнтӗ вӑл каялла чакмарӗ, ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллисене сулкаласа Завьялов ҫинелле тапӑнса пычӗ, унӑн чечеклӗ тутри ҫӗре ӳкрӗ, ӑна вӑл пушмак кӗллипе ҫаклатса урай тӑрӑх сӗтӗрсе пычӗ, хӑй ҫине-ҫине пӗр сӑмахах кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан малти пӳлӗмрен хӑй пӳлӗмне кӗрсе унӑн алӑкне хупрӗ те ҫаклатса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пирӗн патӑртан пӗр-пӗр чаплӑ хӗре ҫаклатса каясшӑн пуль.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эх, пӗрне ҫаклатса кайӑттӑм та! — тӳсеймесӗр каласа хурать хӑнасем хушшинчи пӗр каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Владимир Марков механизатора та яваплӑ ӗҫ шанса панӑ, вӑл 10 тонна шыв кӗрекен цистернӑна тракторпа ҫаклатса комбайнсем хыҫҫӑнах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%85e%d1% ... b0%d0%b2e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех