Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑнталла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваттисен ҫулӗ пурин те ҫавӑнталла ҫав, — пикенсех чей ӗҫрӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Вӑл ӑҫталла илсе каяс тет, ҫавӑнталла илсе кайӗ те ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир пурте харӑсах пуҫсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑртӑмӑр та куҫсене ҫавӑнталла вӑнк вӗҫтертӗмӗр — анкартине атте кӗрет иккен.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ула Тимӗр куҫне ҫавӑнталла вичкӗнлетрӗ — куҫ ҫӗклейми кӗмсӗркке, чашкӑрса та чашласа вӗрекен хура хуран хӗрри курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кайрӗҫ вара ҫавӑнталла ҫуначӗсене ҫӗклеме хӑймасӑр, тута-ҫӑвар тасатма усӑ курнӑ типтеркӗҫ пек лутӑрканнӑ кӑмӑлпа.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, Полина чупӑвӗн кукри-макрисене тӳрлете-тӳрлете, пӗчӗк йӗппи ӑҫталла, ҫинҫе ҫиппи ҫавӑнталла, тенӗ пек, унран юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халтӑраса, ҫавӑнталла тӑнк! тимлерӗ, сывлавне пӳлсех хӑлхисене сисчӳлетсе чӑнк! вичкӗнлетрӗ, анчах кӑшарни сивви тивнӗ чӗри кӑлт! кӑлт! кӑлт! чиксе тапнисӗр пуҫне нимӗн те илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫне сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑрса куҫне ҫавӑнталла вӗҫтерчӗ — лешӗ, машина кузовне лартса кайма йӑлӑнса алӑ ҫӗклесе тӑрса юлнӑ арҫын, ун патнелле сӗнкӗлтетет иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хамӑн пур пек ӑпӑр-тапӑра пухасчӗ те, ӑҫталла куҫ курать — ҫавӑнталла шӑвӑнасчӗ.

Забрать свои манатки и уйти куда глаза глядят.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫур ҫӗр иртсен икӗ лав Арманкассинчен тухса ҫавӑнталла ҫул тытрӗҫ, тет.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача хыҫҫӑн ыттисем те ҫавӑнталла васкарӗҫ, патнерех ҫитсен, сӗлкӗше шӑтарса-ҫӗмӗрсе, ҫӗлӗк хыҫҫӑнах ҫын пуҫӗ те курӑнсан, пурте ахлатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Макарав ҫывӑхӗнче вӑл, ҫылӑхӑрсене каҫарттарма ҫавӑнталла ҫул тытӑр, ушкуйниксем, — терӗҫ тепӗр ялта.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнталла ҫитсе килесшӗн.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн ҫулсем пурин те ҫавӑнталла тӑсӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урапи ӑҫталла каять — Янтул-Ильмук та ҫавӑнталла сӗтӗрӗнет.

Куда телега, туда и Ильмук-Яндул тащится.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн халь пӗртен-пӗр ҫулӗ ҫавӑнталла.

его путь сейчас только туда и никуда более.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ухтиван пулчӗ пулӗ, халӗ кӑна пӗри ҫавӑнталла тарса кӗчӗ».

— Да, только что он был тут, Ухтиван… куда-то туда побежал.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр пуҫ та пӗр кут — ӑҫталла каяс тенӗ ҫавӑнталла ут.

Один — как казак вольный.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Халӗ ҫеҫ ҫавӑнталла тарчӗ.

— Только что туд пошел.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӗрӗ ҫавӑнталла каять…

Туда ведет след…

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех