Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнкаласа (тĕпĕ: ҫаврӑнкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улюк пекех аллисене тӑснӑ та унталла-кунталла ҫаврӑнкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗскер пӗр вӑхӑтлӑха ним тума пӗлмесӗр ҫаврӑнкаласа тӑтӑм, унтан хам ҫума майлаштарса ҫакса, тата малалла, Шӑхаль ҫырми еннелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӑл пӳрт умӗнче каллӗ-маллӗ ҫаврӑнкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пӑрахут кустӑрмисем йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗҫ, ҫуначӗсемпе ҫапа-ҫапа, шыва аялтан хыҫалалла ваш-ш-ш! ваш-ш-ш! ваш-ш-ш! вашкӑрттара пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Машинӑран аяккарах кайса ҫаврӑнкаласа ҫӳремесӗр пураксене лӑк тулли кӑмпа пуҫтарасси пурне те иккӗлентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Революцишӗн вӑрттӑн ӗҫленӗ чух пуҫран ачашласса ан та кӗт, — Ваня выртма кансӗр пулнӑ пек, сак ҫинче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

В революционном подполье не до нежностей, — Ваня беспокойно заворочался на лавке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл икӗ аллине те чечек ҫыххи тытнӑ, енчен енне ҫаврӑнкаласа, чечек ҫыхисемпе сулса, хӑйне хапӑлласа кӗтекен тӑван халӑха саламлать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хаваслӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче Евсей Антоныч ҫаврӑнкаласа тӑрать, вӑл вӗсене тем калать, лешсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ытла чаплах мар та, анчах питӗ канӑҫлӑ кунта, чуна илӗртӳллӗ, — терӗ Вадим, тӑвӑр пӳлӗмре ҫаврӑнкаласа.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ те, пӗр кӗтесре, каҫхи вучах вырӑнӗнче, халь те тӗтӗм йӑсӑрланса ҫӗкленнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра тепӗр пӑр катрамӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн сулӑнкаласа, Хветут картишӗ еннелле пӑрӑнчӗ, мӑн кӑкӑрӗпе вӗрлӗксемпе ҫил хапхана ҫӑмӑллӑнах лучӑркаса ватса, темле кӑна пӳрт кӗтессине ватмасӑр, урама йӑтӑнса тухрӗ, йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан, Сахар хуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ пек, кӑмӑлсӑррӑн Паласалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялан ҫывӑрнипе, енчен енне ҫаврӑнкаласа шухӑшласа выртнипе аяк пӗрчисем ыратакан пулсан Сарри ывӑлне утсене йӗнерлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак, лайӑхрах пӑх, лайӑхрах пӑх Тукай мана мӗн тунине, — Мампч-Берден казакин ҫаннисене ҫӳле хӑпартрӗ, кӗпине сирчӗ, Эпселем умӗнче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫа черетпе вӗсене те ташлаттарчӗ, вӑл ҫулӑхнинчен хӑтӑлаймасӑр Акпарспа Алттыш та пӑртак ҫаврӑнкаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑнсӑртран ҫеҫ чӗррӗн юлнӑ пӗр-икӗ воин, ухмаха ернӗ этемсем пек, хапха умӗнче тӗлли-паллисӗр ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйма чӳлмекӗ курнӑ кушак евӗр ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ ман йӗри-тавра.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ те анса пахчана тухрӗ, шӑршла-шӑршла мунча еннелле сулӑнчӗ, унта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Эпӗ пӗр ҫӗлӗкне тӑхӑнтӑм та — ҫаврӑнкаласа тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайӑка шыраса ҫаврӑнкаласа ҫӳресен, эпӗ, киле каяс тесе, тырӑ ӑшӗнчен тухма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Выраттӑм-выраттӑм та хам тавра ҫаврӑнкаласа пӑхаттӑм: пучах е улӑм пӗрчи выртса юлман-и, тесе шыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех