Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳлерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик сылтӑм сывӑ урине тӗпленӗ кӑҫатӑ тӑхӑнчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳлерех татнӑ сулахай ури ҫумне «йывӑҫ урине» ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Сварщиксене ҫӳлерех тӑрса ӗҫлеме пулӑшакан хатӗр — леса, Ирина Алексеевна, — ӑнлантарчӗ асли мӑн кӑмӑллӑн сылтӑм аллинчи шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле кӑнтарса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӳлерех, кӑштах аяларах тата тепӗртак, сылтӑмарах! — кӑшкӑрчӗ Миша аллисемпе ҫӳлелле те аялалла, сылтӑмалла та сулахаялла кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫурӑм шӑммиллӗ эндемиксене те тупма пулать, сӑмахран, ҫӳлерех асӑннӑ калтасемпе кайӑксен хӑш-пӗр тӗсӗсем.

Обитают и некоторые позвоночные, как например некоторые виды ящериц и птиц, упомянутых выше.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

— Каллех мана ҫӳлерех хӑпартасшӑн, — пӳрнипе юнарӗ ӑна Яльчиков.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ хӗвел те, йывӑҫсен ытамӗнчен ҫӑлӑнса, тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, хӗрсем те, ҫихӗрешсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри баракалла чупса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн тусем ҫинче ӳсентӑрансем те, чӗрчун тӗнчи те улшӑнса пырать.

С высотой меняются также растительность и животный мир гор.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем кирек мӗнле зонӑра пулсан та, вӗсен ҫутҫанталӑкӗ ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн улшӑнса пырать; мӗн чухлӗ ҫӳллӗрех, ҫавӑн чухлӗ сивӗрех пулать.

В какой бы зоне ни находились горы, их природа меняется с высотой: чем выше, тем холоднее.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫулла кунта хӗвел тундрӑринчен ҫӳлерех хӑпарать, ҫӗре те хытӑрах ӑшӑтать.

Летом здесь солнце выше поднимается и сильнее прогревает землю.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ ҫӳлерех улӑхрӑм.

Я взобрался выше.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта кӑнтӑрла хӗвел сивӗ тӑрӑхринчен ҫӳлерех хӑпарать, анчах нихӑҫан та шӑрӑх тӑрӑхри пек ҫӳлте пулмасть.

Здесь солнце поднимается днем выше, чем в холодном поясе, но никогда не бывает так высоко, как в жарком.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫинче кунта таврари ҫӗр пичӗ хӑш тӗлте ҫӳлерех хӑпарнине, хӑш тӗлте айлӑммине кӑтартнӑ, ҫавӑнти ялсене, уй-хирсене, ҫарансене вӑрмансене, юханшывсене, ҫулсене, ӳкерсе паллӑ тунӑ.

На плане показано, где местность выше, где ниже, обозначены селения, поля, луга, леса, реки, дороги.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах кашни япаларан ӳкекен мелке тӑршшӗ кун каҫа пӗр пек пулмасть: хӗвел аялта пулсан, мӗлке вӑрӑм пулать, хӗвел ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн вӑл кӗскелсе пырать.

Но длина тени от каждого предмета в течение дня меняется. Чем ниже солнце над землей, тем длиннее тень; чем оно выше, тем тень короче.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳлерех асӑннӑ словарь чӑваш халӑхӗн чи хаклӑ тупри пуласса пӗртте иккӗленместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Диалектологи словарӗ тухнӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-k-neke/2023-0 ... hn-3444446

Вулакансем патне Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан, ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхри Мелеспуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Дина Гаврилова ҫыравҫӑ (Надежда Леонидовна Григоренко (Гаврилова) килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Вӑл хӑй комсомол райкомне, парти райкомне кайма, унтан та ҫӳлерех кайма та пултарнине пӗлнӗ, анчах ӑна кун ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем пӗлӗте пуринчен ҫӳлерех хӑпарасшӑн, совет ялавне ытти пур ялавсенчен те ҫӳлерех ҫӗклесшӗн пулнӑ, анчах пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах сарлака шлепкеллӗ, пылчӑкла вараланса пӗтнӗ шурӑ брюкине чӗркуҫҫинчен те ҫӳлерех тавӑрса хӑпартнӑ фотограф иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темшӗн унӑн хӑйне ҫак ҫынран ҫӳлерех тытас килет.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑмӑшлӑх ҫырмипе ҫӳлерех хӑпарса кӑшман хирне те кӗрсе тухрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех