Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗршер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ те, эсир ҫак текста вуланӑ чухне те, ҫӗршер васкавлӑ пулӑшу бригади ӗҫре ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне вӑл Мускавра Ҫӗнтерӳ парадӗнче кӗтсе илӗ, унта пӗтӗм ҫӗршыври ҫӗршер ветерана чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Сӑр тата Хусан тӑрӑхӗнче хӳтӗлев чикки тунӑ ҫӗрте те пирӗн районти ҫӗршер ҫын ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ӳсе-ӳсе, ҫӗршер ҫул тӑпра сӗткенне ӗмсе пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑрса ҫитрӗн-тек, йывӑҫ, пурнӑҫ ҫилне кӗлту, хӑвӑртрах тӳнтерсе яма ыйт, мӗншӗн тесен яш хунав ӳсес вырӑна кӑлӑх йышӑнни — чи пысӑк тӗрӗсмарлӑх.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр ҫеккунтӑн вуннӑмӗш пайӗнче кӑна ҫӗршер механизмпа узел ӗҫлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ку вӑл ҫӗршер ҫухрӑм ҫулсем, ҫӗнӗрен тунӑ тата юсанӑ шкулсем, культурӑпа спорт объекчӗсем, йӗркеленӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем.

Это сотни километров дорог, десятки построенных и отремонтированных школ, объектов культуры и спорта, новые рабочие места.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Ҫӗршер ҫулхи ватӑ юмансем каш-ш! кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пулӑшас шутпа килтӗм, — терӗ те Михха вӗсене ҫӗршер тенкӗ кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян вӑл ку чункӗрӗн юлашки хӑми ҫине хӑпарса тӑрӗ те, вара ытти ҫӗршер чӑваш ӑна пуйтарасшӑн ҫурӑмӗсене авӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинче вуншар, тен, ҫӗршер те пулӗ, кӗмӗл укҫасем купаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль ӗнтӗ ырхан хӗрарӑм ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Богданов ҫав самантрах ҫӗршер тенкӗлӗх пилӗк хут укҫа кӑларса сулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер куҫ, вуншар бинокль Богданов ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗршер ҫул кӗрнеклӗн ҫӗкленсе ларнӑ ватӑ юман ҫӗрелле кашласа ӳксе кӗреслетет.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вуншар пин тупӑ шӑратса кӑларма пултарать, питӗ нумай танк, ҫӗршер самолет пуҫтарӗ, вуншар карап.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл, фронтран ҫӗршер, пиншер ҫухрӑм килсе, чӗнмесӗрех пӗчӗк яла ҫитрӗ, Кузнецовсен ҫемйине хуҫалла, пуҫтахланса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе вӑл ӑна ытти ҫӗршер ҫынран та уйӑрса илме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Метроном сасси, экран ҫинчи ялкӑшакан ҫӗршер ҫурта чуна витереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Тавтапуҫ, вӗрентекенӗм, Халиччен ҫӗршер ҫынна Эс ҫунат парса ҫӗкленӗ Пирӗнтен хисеп сана.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех