Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗпӗртен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫакна шырама килнӗ те Ҫӗпритун аякри Ҫӗпӗртен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен тарса килсе, сӗм вӑрмансенче тарса пурӑннӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Ҫимунӑн характеристикине ыйтса ҫырса янӑ Ҫӗпӗртен, — терӗ Архип Григорьевич, алӑкран тухас умӗн Петӗре малалла ирттерсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен вӑл нимле мӑйӑр та илсе килмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑллӗ Ҫӗпӗртен тухса кайнине пӗлсенех ҫула тухасшӑнччӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен килнӗ тесе, ма пӑрӑнмалла-ха унран?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗншӗн килесшӗн пултӑр-ха эсир Ҫӗпӗртен? — татах ыйтрӗ вырӑсла калаҫаканни.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен, эппин?..

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр шутламан ҫӗртен Вӑрӑм Палюк ывӑлӗ, Хура Ҫимун, Ҫӗпӗртен тарса килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна, ват ҫынна, таҫти Ҫӗпӗртен килсе тухнӑ Ҫимун, ӗлӗкхи пуян ывӑлӗ, тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен… — калаҫу пит ҫыхӑнсах кайманнине сиссе, йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне Ҫимун пӗр тӑтӑш паккама пикенчӗ, кӑшӑлӗ тарпа нӳрленнӗ карттусне чӑматанӗ ҫине хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Значӑтцӑ, Ҫӗпӗртен килетӗн-ха эс…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗртен таврӑнсан вуннӑмӗш класа ҫӳресе аттестатлӑ пултӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӗпӗртен Хӗрӳ Хӗветӗрӗ ҫырать, — ҫула май калаҫрӗ Иван Капитонович.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗпӗртен эс пуҫӗпех кунта куҫса килсен тата аванрах пулнӑ пулӗччӗ, ун чухне эпир иксӗмӗр час-часах тӗл пулнӑ пулӑттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Поэтӑн «Чаплӑ вилӗм юрри», «Шухӑш», «Паян», «Ҫӗнӗ ҫул», «Татӑк ҫӑкӑр тупасшӑн», «Ҫӗпӗртен ярса панӑ сӑвӑ», «Рабочисен юрри», «Каҫхи сасӑ» сӑввисем уйрӑмах революци шухӑшӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Сутуҫсем таҫтан-таҫтан пуҫтарӑнаҫҫӗ вара: вырӑс купсисен хӑйсен вӑрӑм речӗ пур, тезицки купсасен хӑйсен пин лавкка, кунсӑр пуҫне сутуҫсем Цыстраханьтен, Ҫӗпӗртен, Нухайран, Крымран тата ытти ҫӗртен йышлӑн килсе тулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑхӑр вунналла ҫитнӗ ватӑ Михапар, Ҫӗпӗртен хӑрах куҫпа таврӑннӑскер, халь те-ха пуҫне каҫӑртса утса ҫӳрет, пупа курсан нихҫан та сывлӑх сунмасть, чиркӗве те ура ярса пусмасть.

Вернувшись из Сибири с одним глазом, он и сейчас еше бодро ходит по деревне несмотря на свои девяносто лет, завидев попа, он ни разу не поприветствовал его, а в церковь и ногой не ступает.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таврӑннӑ-ши ҫав ҫын Ҫӗпӗртен е… унтах юлнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех