Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗпӗре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн енчи чӑвашсем, ҫӑкӑрпа телей шыраса, Донбаса та, Ҫӗпӗре те, Питӗре те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мускаври институтран Ҫӗпӗре практикӑна килни икӗ уйӑх кӑна иртрӗ пулин те, ҫав вӑхӑтра эпӗ Байкал ҫинче те пулса куртӑм..

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗпӗре ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанталӑкӗ те чисти Ҫӗпӗре ҫаврӑнса кайрӗ-и элле тата, йытӑ шӑнса вилмелле, — ҫавӑнтах хӑйӗн хӳресӗр йыттине аса илчӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Телей вырӑнне ӑна тимӗрлесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр тӑвӑл Ҫимуна Ҫӗпӗре ывӑтрӗ, тепӗр тӑвӑл каялла килсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсир Ҫӗпӗре ӑсатнӑ Ҫӗпритун!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнпур тавра ялсене хам алӑра тытма тӑнӑ чухне Ҫӗпӗре ӑсатрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуянсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне вӑл активистра ҫӳрерӗ, каярах чиркӳ хӗресне те вӑлах сӗтӗрсе антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑр шухӑшпа уттарчӗ килнелле Хура Ҫимун: «Аттен ылтӑнӗ пулнах, нумай пулнӑ. Ҫӗпӗре вӑл ылтӑнне илсе пыман».

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗре, унта, нимӗҫсем нихҫан та пырса ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз пуҫланас умӗн ашшӗн пуянлӑхне туртса илтӗмӗр те, ашшӗ хыҫҫӑн вӑл та Ҫӗпӗре куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эрхип, — терӗ вӑл, — ирӗк пар мана Ҫӗпӗре кайма, хам ирӗкпе.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти кулаксен пурлӑхӗсене туртса илсе хӑйсене Ҫӗпӗре ӑсатма сехет ҫитсен, Эрхип патне пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки хут курни нумай та пулмасть: пысӑк аппӑшне, Ҫимун арӑмне, пытарма Иванӗпе пӗрлех Ҫӗпӗре кайса килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунсене Ҫӗпӗре ӑсатиччен виҫ-тӑват ҫул маларах ҫеҫ ларма килнӗччӗ вӑл ку яла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан ӗлӗк хӑйсем, вунӑ лавпа тиенсе, юрласа, макӑрса, кӑшкӑрашса, такама ылханса Ҫӗпӗре кайнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун Ҫӗпӗре хӑй ирӗкӗпе кайнине пӗлет вӗт-ха Хумкка, лайӑх пӗлет, ҫапах ӑна «ял кулакӗ» тесе хирӗҫтерет…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗре ӑсатнӑ кулаксене манчӗҫ пулӗ тенӗччӗ, — пӗрре кулнӑ пек, тепре тарӑхнӑ пек тутине пӑркаларӗ Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех