Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫынсемшӗн (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак инкек ҫынсемшӗн кӗтмен пулӑм пулса тӑнӑ, ӑна анлӑ ҫутатнӑ.

Трагедия стала сенсацией.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Сасӑлав хыҫҫӑн вырӑнти ҫынсемшӗн чи малтан мӗнле территорие ҫӗнетмеллине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - чи активлӑ регионсем хушшинче // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... he-3781481

— Хамӑн ҫывӑх ҫынсемшӗн пуриншӗн те нимӗн те шел мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Сан уруна тӳрлетрӗм, чӗркуҫҫи икерчине вырӑна лартрӑм, ак мӗн калатӑп ӑнланман ҫынсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку вӑл ҫынсем ҫинчен, кирек хӑш вӑхӑтра та ҫын пулса юлмалли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалли, вӑйсӑррисене хӳтӗлемелли ырӑ та чун-чӗреллӗ повесть.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

Алӑсене ҫуни вӑл гигиена правили ҫеҫ мар, хӑвӑншӑн тата таврари ҫынсемшӗн тӑрӑшни те пулать!

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗ ялӗнчи вӑтам шкулта "Таса алӑсем – сывлӑх никӗсӗ!" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... tn-3714239

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1941 — 1945 ҫулсенчи йывӑрлӑхсене ҫамрӑк ҫулсенче тӳссе ирттернӗ ватӑ ҫынсемшӗн, ҫитменнине тата тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене фронтсенче ҫухатма тивнисене, паллах, Украинӑри паянхи событисем, икӗ ҫул хушши ятарлӑ ҫар операцийӗ тӑсӑлаканскерсем, чӗрине ыраттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр тесен, унӑн хырӑмӗ питӗ сӑнаса пӑхман ҫынсемшӗн сисӗнмеллех ӳсеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫакна палӑртса хӑвармалла, процессене цифрӑлани пирӗн ӗҫӗн кӑлтӑклӑ вырӑнӗсенчен ытларахӑшне тупса палӑртма, ӗҫ процесне хӑвӑртлатма, чи кирли вара – ҫынсемшӗн меллӗ, ҫав шутра тӗплӗн шухӑшласа йышӑну тума пулӑшакан сервиссем йӗркелеме май парать.

Необходимо отметить, что цифровизация процессов также способствует выявлению большинства некорректных составляющих нашей работы, ускорению процессов, а главное – созданию удобных сервисов для людей, в том числе проактивного характера.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫынсемшӗн темле те, пирӗн шутпа, ку йӗркесене тӗп-тӗрӗс ӑнланса илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Олег Николаев Раҫҫей Президентне йышӑннӑ йышӑнусемшӗн, регионсем валли уҫакан майсемшӗн тав тунӑ, ҫынсемшӗн тата бизнесшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем хута яма витӗм кӳнӗшӗн ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

— Сан пек ҫынсемшӗн чун савӑнать, тупата, Откан аппа, — терӗ ял Совет председателӗ ним чухлӗ те ӳстермесӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсемшӗн тӑрӑшни ӗҫре чӑрмантармалла тесе ниҫта та ҫырса хуман! — кӑшкӑрчӗ Архипов.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл алла ручка, хут илчӗ те ҫак кил ҫуртра ҫуралнӑ, пурӑннӑ ҫынсемшӗн питех те паллӑ ҫывӑх сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Илле Энтипӗн те ӗҫӗ кӑштах ҫӑмӑлланчӗ — вӑл пуху умӗн ҫынсемшӗн «сӑмах» ҫырма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Апла пулсан, унта ӗҫлекен ҫынсемшӗн те манӑннах ответ тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

— Ҫак хулари ҫынсемшӗн, хӑвӑн пиччӳпе аннӳшӗн, йӑмӑкушӑн пурнӑҫна шеллеместӗн пулсан… — вӑрман кашланӑ пек сасӑ кӑларса каччӑ умнех анса ларчӗ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Крым вал нимӗнрен ытла ӳпке чирӗпе чирленӗ ҫынсемшӗн усӑллӑ.

Особенно полезен Крым для легочных больных.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринчи иҫӗм ҫырли пахчисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл ачасене ҫӑкӑр ҫынсемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине, пирӗн сӗтел ҫинче ҫӑкӑр пултӑр тесе тӗрлӗ професси ҫыннисем мӗн чухлӗ ӗҫленине каласа парас тӗллевпе иртнӗ.

Целью было рассказать детям, какое значение имеет хлеб для людей, как много разных профессий трудится, чтобы у нас на столе появился хлеб.

Октябрӗн 16-мӗшӗ - Ҫӑкӑр кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3481789

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех