Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем «пӗтӗм наука: пер! кас! чик! тесе кӑшкӑрма пӗлнинче кӑна пулать тесе, хӑйсен салтакӗсене ҫав тери хаяр тыткаланӑ, мӗншӗн тесен наукӑна кӗнекесем ҫынсен чӗрисене ҫемҫетеҫҫӗ, ҫемҫе чӗреллӗ ҫынпа хӑравҫӑ ҫын хушшинче пӗр утӑм ҫеҫ…» тесе шутланӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Эпир учительсем хатӗрлекен институтра вӗренекен Миловский хваттерӗнче пухӑнаттӑмӑр, — кайран вӑл Елеонский текен псевдонимпа калавсем ҫыратчӗ, пӗр пилӗк том ҫырсан, ҫак ҫын хӑйне хӑй вӗлерчӗ, — эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ ҫын пурӑнӑҫран хӑйсен ирӗкӗпе уйӑрӑлчӗҫ пулӗ!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
1867 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кӗҫӗн Явӑш вулӑсӗнчи Малти Питтикассинче 123 ҫын, Кайри Питтикассинче 44 ҫын тата Мамҫи выҫҫӑлккинче 42 ҫын пурӑннӑ.
Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/
Анчах кашни сӑмахран шу-хӑш килсе кӗрсе ҫивӗчленсе кайсан, ҫилленнипе ҫапма хатӗр пулни ӳссе пырсан, кашни ҫын, Бауманпа курнӑҫӑнса калаҫнӑ ҫын, унӑн шухӑшне хапӑл туса, ҫилӗпе тулса, пулас ҫапӑҫӑва савӑнӑҫлӑн кӗтнине тепӗр ҫынна — шухӑша, ҫилле, савӑнӑҫа каласа парсан, тепри тата — виҫҫӗмӗшне, ҫапла вара ламран-лам, малалла та малалла сарса пырса, ҫынсене ытларах та ытларах явӑҫтарса пырса, — ҫав пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пухӑнса калаҫнӑ паллӑ мар ӗҫ пурнӑҫра хӑватлӑ вӑй пулса тӑрать, кофейнӑйра васкавлӑн пухӑнса шӑппӑн калаҫнинчен уҫҫӑн чӗнни тухса тӑрать.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Конференцин черетри — тӑваттӑмӗш заседанийӗ пулса иртмелли ҫурт патне ҫывӑхарнӑ чухне, ҫур сехете кая юлса пыракан Бауман урамра ҫынсем темшӗн ытла хыпаланса ҫӳренине асӑрхарӗ, ахаль ҫын ҫавна сӑнаса илме те пултараймасть; ун пек япаласем пӗр-пӗр ҫурта полици ҫавӑрса илес умӗн е ҫынсене нумайӑн арестлес умӗн яланах пулаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Митрофанпа унӑн ҫемьисӗр тата хӑй мӗскӗннине кура чалӑш куҫлӑ салтак арӑмӗ патӗнче пӗр кӗтесре пурӑнакан хӑлхасӑр ватӑ чиркӳ старости Герасимсӑр пуҫне Шумихинӑра пӗр дворовӑй ҫын та юлман, мӗншӗн тесен эпӗ халь вулакана паллаштарма хатӗрленекен Стёпушкӑна, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫын вырӑнне те, уйрӑмӑн илсен, дворовӑй ҫын вырӑнне те шутлама май килмест.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Питӗ хурланнӑ куншӑн тыткӑна лекнӗ мӗскӗн ҫынсем; вӗсем ҫакна пӗлсе тӑнӑ: хамӑр ҫын тӗне сутса пусмӑрҫӑсем патне ҫыпҫӑнсан, ун аллинче пурӑнма тепӗр Христос тӗнне тытман ҫын аллинче пурӑнассинчен те йывӑртарах; ку ҫапла пулса тӑнӑ та.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ҫынсем сан валли ырӑ ӗҫ турӗҫ пулсан, куна ан ман, эсӗ ху ҫынсемшӗн ырӑ ӗҫ турӑн пулсан, ӑна манма тӑрӑш, — тенӗ ӑслӑ ҫын.
Асӑнмаллипе манмалли ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ытлашши самах вӗҫертмерӗ вӑл, анчах пит те вырнаҫуллӑ калаҫрӗ, Курак вара унпа сӑмахланӑҫемӗн: ку ҫын шӑпах кирлӗ ҫын, кунти ҫурма хресченсене — пир-авӑрҫӑсене ертсе пыма ҫакӑн пек ҫын кирлӗ тесе шухӑшларӗ.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Йӗркеллӗ ҫын, тесе калаҫаҫҫӗ ун ҫинчен… ӑс-пуҫлӑ путсӗрсене те ку чухне йӗркеллӗ ҫын тесе хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен — ҫын ҫук!
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кан тӑрӑх аллисемпе хыпашласа пычӗ, Сяо Сяна тупсан, ҫурма сасӑпа: — Хань Лао-лю ҫын мар, ҫын мар!.. Вӑл тамӑк князӗ. Вӗлерӗр ӑна, ҫынсене хӑрушӑ влаҫ аллинчен хӑтарӑр! — терӗ.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ну, юрӗ, ҫын евӗр пул эппин… анчах ҫын пулам тесен, трактире ҫӳрени луччӗ пулать пуль: унти ҫынсем, ҫапах, Софья ҫыннисенчен лайӑхрах…
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ахаль ҫын… ҫынран та пӗчӗкрехскер… ҫынсем курайман мӗскӗн гладиатор пулнӑ пулӗччӗ! — ҫиленсе каланӑ Брезовир.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун пек пулас пулсан, Геркулес хапхи патӗнчи йывӑҫ калинккене йӑвантарса ҫунтарса ярӑпӑр, унтан Ганимед трактирне ҫитсе, мӗнпе май килет, унпа хӗҫпӑшалланӑпӑр, мӗнпур чӑрмавсене ҫӗнтерӗпӗр, сывӑ юлнисем пурте — ҫӗр ҫын, утмӑл ҫын, вӑтӑр ҫын — Везувий ҫинче лагерь тӑвӑпӑр та унта ирӗклӗх ялавне ҫӗклӗпӗр.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тулашӗнчен кӑмӑллах мар пулин те, ҫав ҫын темӗншӗн килӗшмелле ҫын пек курӑннӑ, пӗрре пӑхсанах вӑл тӳрӗ ҫын иккенӗ палӑрнӑ.Но несмотря на свирепый вид этот человек с первого взгляда внушал симпатию.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӑмӑл пӑсӑлнине пула тата Сулла пур ҫӗрте хӑратса ҫитернине пула, паллах, вӑл пурӑннӑ чухне никам та халӑхпа Сената пирӗн тӑван ҫӗршывӑн законӗсене хӳтӗлемешкӗн чӗнме пултарайман ӗнтӗ; анчах Рима хӳтӗлекен мӗнпур турӑсен ячӗпе эпӗ сирӗнтен ҫакна ыйтатӑп, сенатор-аттесем: тӳрӗ мар ҫынна — тӳрӗ ҫын вырӑнне шутлама, кӑлтӑклӑ та чи сиенлӗ гражданина — ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вырӑнне хума, ырӑ ӗҫсем тӑвакан аслӑ ҫынсене ҫеҫ паракан хисепе вара Римӑн чи япӑх та сӗмсӗр ывӑлне памалла тесе йышӑнма халь сире мӗн хистет-ха?
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тепӗр енчен, ссылкӑна янӑ темиҫе ҫӗр пин ҫын, Сулла хаярлӑхӗнчен асап курнӑ темиҫе ҫӗр пин ҫын, Марий майлӑ ҫынсем пурте Суллӑна чӗререн курайман.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ пӗлетӗп: ҫав ырӑ сӑн-сӑпатлӑ ҫын эпӗ курна ҫынсенчен пуринчен те ӑслӑрах ҫын, анчах мӗне вӑл юратать-ха, мӗне кураймасть?
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта мана интереслӗ ҫынсем кӗтсе илетчӗҫ: Николай Угодник манерлӗ кӑвак пуҫлӑ платник Уҫӑп, ҫивӗччӗн ӗҫлекенскер те ҫивӗччӗн сӑмахлаканскер; ҫуртсен тӑррисене витекен курпун Ефимушка; турра кӗлтума юратакан каменщик Петӗр, шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын вӑл та святой манерлӗскер; штукатур тӑвакан Григорий Шишкин, йӑваш та ырӑ сӑнӗпе ҫутӑлса тӑракан сарӑ сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ чипер ҫын.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ, ҫын мана чӗркуҫҫийӗпе сӗртӗнсе, вӗрискер, шухӑшлаканскер ларать; хӑйне-хӑй шанса вӑл ҫынсене хӑй мӗнле пӑхнӑ пек тӑратса тухать; пурин ҫинчен те, хӑйӗн тиркеме те, ирӗк пама та власть пур пек калаҫать, — вӑл ҫынта темскер мана кирли пур, е темскер, мана кирлӗ маррине палӑртса тӑраканӗ пур.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.