Шырав
Шырав ĕçĕ:
Генри Бестон ҫыравҫӑ-натуралист «Ҫӗр хӗрринчи пӳрт» кӗнекинче сӑмсахӑн тулаш пляжӗнчи ҫутҫанталӑка тата чӗрчун тӗнчине сӑнласа кӑтартнӑ.
Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4
«Ӑхӑ, — тет Вихтӗр хӑйне хӑй, — манӑн та кайӑк чӗлхине вӗренме, ҫутҫанталӑка сӑнама тытӑнмалла…»
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ҫутҫанталӑка тухасси - унпа ҫеҫ.
Хушӑлкари ял библиотеки "Пирӗн ҫемье юратушки" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766596
Те туристсем, те ҫилхӑвансем, те ҫутҫанталӑка шутсӑр юратакансем, те унран юри мӑшкӑлласа ҫӳрекенсем — пӗлме ҫук.
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тӗлӗнмелле этемрен: ҫутҫанталӑка хӑй куҫӗпе сӑнама май пур чух та — пар ӑна телевизор!
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Нина Егоровна Чернова, Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччӗшӗ ҫинчен аса илнинчен: «Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей ҫемьене тӑрантаракан вырӑнне юлнӑ.
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
Ҫутҫанталӑка чун-чӗрипе туякан чӑваш ку тӑрӑха ахальтен туртӑнман-тӑр.
Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Кун пек мероприятисем ачасене художествӑпа эстетика аталанӑвне витӗм кӳреҫҫӗ кӑна мар, ҫутҫанталӑка юратма тата хисеплеме те вӗрентеҫҫӗ.
Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ҫурҫӗр упин пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... un-3662114
Сиккимри ҫутҫанталӑка сыхлама йӗркеленӗ чи ӗлӗкхи тӑрӑх Канченджанга наци паркӗ шутланать, ӑна 1977 ҫулта никӗсленӗ, вӑл 1784 км² лаптӑк йышӑнать.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Вӗсем, ҫынсен ӗҫне ҫӑмӑллатнипе пӗрлех, ҫутҫанталӑка тӗпчеме май параҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫак пуҫарӑва Тӗнчери Кит тытас ӗҫ Комисси ырламан, анчах та общественноҫпа ҫутҫанталӑка сыхлакан организацисем ҫине тӑни, ҫавӑн пекех ӑсчахсенчен нумайӑшӗ кит популяцийӗн калӑпӑшне тата ӑна тытмалли виҫен калӑпӑшӗсене хаклас тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пурри ҫинчен калани пулӑшнӑ.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
Ҫутҫанталӑка сиен кӳресрен асӑрханмалли мерӑсене ҫирӗп пурнӑҫласа пымалла.
Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/
Пирӗн тӑрӑхра ҫутҫанталӑка сиен кӳрекен химин пысӑк предприятийӗсем ҫук.
Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/
Пӗрисем ҫутҫанталӑка, чӗрчунсене, халӑх йӑли-йӗркине упрама чӗнеҫҫӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Ҫутҫанталӑка лӑпкаса ҫӳлтен хӗвел хӗртет.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ирина ҫутҫанталӑка сӑнакансем патне шӑнкӑравларӗ, ҫил вӑйӗ тӑватӑ бала та ҫитменнине пӗлчӗ, ҫӳлтисене малалла ӗҫлеме ирӗк пачӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Тепӗр темиҫе кунран Миша ун патне ҫутҫанталӑка сӑнакансен «ыран вӑйлӑ ҫил пулать» тесе пӗлтернипе пырса ҫавӑн чухне те ӗҫлеме ирӗк пама ыйтсан, вӑл сварщиксене пулӑшма пулчӗ:
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Тепӗр тесен, ҫутҫанталӑка хирӗҫ кайма юрамасть.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӗне кӗмен ҫын ҫутҫанталӑка чунӗпе ӑнланса, унпа килӗшсе пурӑнать, ӗҫлет.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Язычествӑн тӗп шухӑшӗ — ҫутҫанталӑка ӑнланни, ӑна Турӑ вырӑнне хисеплени.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.