Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫутта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла ҫутта тӗллесе тапраннӑ май, Ула Тимӗр, ӑшра капланса хӑпарнӑ савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, йӑшшӑм-пӑшшӑмпа, «лакӑм-тӗкӗмлетсе» сӑвӑ та «арлама» пуҫларӗ (сӑмахпа ҫул кӗскелет):

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ, Марук тӗттӗмленнӗ-тӗттӗмленменех ҫутта сӳнтерчӗ те выртрӗ, анчах ҫывӑрса каяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Амӑшӗ ҫине тӑрсах хистенине пула Лена ҫутта сӳнтерчӗ те ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тайӑр Тимккин «Ҫутта тухасчӗ», «Пурнӑҫ ҫутти» калавӗсем пусмӑрти халӑха революциллӗ кӗрешӗве тухма чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

— Халиччен эпӗ Орлова юлташ халӑха ҫутта кӑларас ӗҫре палӑрмалла ӗҫсем тунине илтмен те, очерк-мӗн ҫырасси ҫинчен шухӑшламан, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Халӑха ҫутта кӑларас тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене тахҫанах хуса ҫитсе иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Мероприятие Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн 175 ҫулхи юбилейӗпе те ҫыхӑнтарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

— Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫатпӑр паян, ҫавӑн пекех кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Иртнӗ эрнекун Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫрӗҫ, мероприятие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарассипе ҫыхӑннӑ пулӑмпа та ҫыхӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Оккупантсене нимӗнле законра та ҫырман тискер ӗҫсем тӑвас ӗҫре халӑха вӗрентсе ҫутта кӑларни мар, тӗттӗмре пӑчлантарса усрани кирлӗ.

Не свет им нужен для совершения их беззаконий, а темнота.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Подвалӑн тӗксӗм чӳречисенчен кӑшт ҫеҫ сӑрхӑнса кӗрекен ҫутта вӗренекенсен шуранка сӑнӗсем чулланнӑ пек курӑнчӗҫ.

Облитые скупо проникающим сквозь мутные окошки подвала светом, бледные лица учеников казались окаменевшими.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога, писателе, куҫаруҫӑна тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлева халалланӑ вырӑсла сӑвӑсене sd_gordeeva@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ, чӑвашлисене — lrigel@rambler.ru адреспа.

Стихи на русском языке, посвященные писателю, переводчику, просветителю чувашского народа, создателю современной чувашской письменности, педагогу Ивану Яковлеву, нужно отправить на электронный адрес sd_gordeeva@mail.ru, стихи на чувашском — на адрес lrigel@rambler.ru.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Иван Яковлевич Яковлев патриархӑмӑр тата ҫутта кӑлараканӑмӑр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни те пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑрӗ.

Важнейшей датой станет для нас 175-летие со дня рождения патриарха и просветителя Ивана Яковлевича Яковлева.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвассине те каларӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Ҫапах вӑл — пӗлетӗп, куратӑп — чӑвашсене ҫутта кӑларассишӗн пӗтӗм чунне парать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халлӗхе пирӗн, учительсен, халӑха ҫутта кӑларма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Чӑваш ялӗсене кайӑр та чи тӗттӗм кӗтессене ҫутатма тӑрӑшӑр, хӑвӑрӑн тӑванӑрсене ҫутта кӑларассишӗн пӗтӗм чун хавалӗпе тӑрӑр», — тетчӗ чӑваш культурин патриархӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иван Яковлевич калашле, ҫакнашкал сӑвӑ-юрӑллӑ халӑх нихҫан та пӗтме пултараймасть, анчах вӑл тӗттӗмре пурӑнать, ӑна ҫутта кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ те, часах ҫутта сӳнтерсе, ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Майӗпен тулти ҫутта хӑнӑхса ҫитетӗн, хӑлхана каллех тӗрлӗ сасӑ кӗрет: ҫыран хӗрринчи шурӑ чул будкӑра электронасус кӗрлет, вӑл фермӑсем валли ҫырмаран шыв уҫласа хӑпартать; картишӗнче сыснасене хулана тиесе каякан машина тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем шавлани, калаҫни-кулни, витерен вагокеткӑпа тислӗк кӑларакан хӗр юрлани илтӗнет…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех