Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫурхи ака-суха пӗтнӗ ятпа район центрӗнче пысӑк уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫурхи каскӑн ҫил вӗрнипе, пӗлтӗрхи типсе хытнӑ ҫулҫӑсем кӑштӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Уҫӑ чӳречесенчен патефон сассисем илтӗнетчӗҫ, ҫурхи каҫсенче унта-кунта ҫеҫ туп-туп! туплататчӗҫ урамра пир каскисем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи пӑрланнӑ юр лаша ури айӗнче кӗленче пек сас парса ванать, ҫавӑнпа ял урамӗпе сас-чӳсӗр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывран пуҫласа юр ларичченех Хура Ҫимунсен килӗнче пурӑнатчӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йышлӑ халӑх староста кил хушшине ҫурхи шыв пек кӗрлесе кӗчӗ те пӗтӗм кӗтесе саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне чӗри ҫурхи хӗвел ӑшшинчи юр пекех ирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурхи ҫил усаллине хӑвах чухламалла.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле мирлешнине эпир вара пӗлсех каймастпӑр, анчах аслисем каярах, ҫуркунне, ҫурхи шыва юхтарса яма тарӑн траншейӑсем пӗрле тӑрӑшса чавнине астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫурхи ҫил пӗрре хытӑ кӑна вӗрнӗ те пуҫ ҫинчи карттусне юхакан шыва илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьянӑн ачалӑхӗ ҫурхи тӗрлӗ тӗслӗ вӗлтӗр-вӗлтӗр лӗпӗшӗнни пек ҫӑмӑл та савӑнӑҫлӑ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Калля пичче ун чух пахчинчи ҫурхи шыва уҫса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Ҫав кашлавра ҫап-ҫамрӑк хунавсем ҫурхи вӑйпа ҫӳлелле туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул хӗрринчи пуринчен те ҫӳллӗ, пуринчен те сарлака ват юман ҫурхи ҫилпе тем канашлать, унпа юнашарах, пӗр вунӑ-вуникӗ утӑмра тепӗр юманӗ ӑна пуҫ тайрӗ, вӗсен ҫывӑхӗнчех ларакан ҫамрӑк юманӗ ҫилпе ухӑна-ухӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ халӗ ӑна, чӳречерен кӑмӑллӑн пӑхса тӑраканскере, ҫурхи вӑрман ӑшшӑн саламлать: пике пек хурӑнсем кӑтра шереписемпе, хырӗ-чӑрӑшӗ симӗс лӑссипе алӑ сулаҫҫӗ, юманӗ пӑхаттирле пуҫӗпе пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурхи вӑрман шӑрши — ҫӗр-анне парса тӑракан ҫутҫанталӑк шӑрши — кӑкӑра уҫӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех