Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурма (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте апат хатӗрлеме те, урай ҫума та, шыв йӑтма та, вутӑ ҫурма та, выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Вӑрманҫӑ аттине хывса аппаланнӑ хушӑра пӳрт алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлать те: «Кам унта?» — тесе ыйтать малтан Тамара, унтан ҫурма уҫӑ алӑк патне таплаттарса пынӑ арҫын ача, калаҫма сӗмленекенскер, пӗр сӑмахах темиҫе хутчен те калать амӑшӗнчен илтнипе: — Км… нта?..

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӑра лӑсӑллӑ уртӑш тӗми ҫывӑхӗнче ҫурма ҫарамас йӗкӗтсем ихӗрешнине асӑрхать вӑл сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ иккен: яшт сиксе тӑрать, алӑк патне пырса чалт та чалт сикме, алӑка шал енчен туртнӑ сӑрана ҫивӗч чӗрнипе сикмессерен чартлаттарса ҫурма тапратать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Санпа пурӑннӑ малтанхи кунсенче Сыктывкарта шап-шурӑ юр ҫинчех чечексем ешеретчӗҫ пек, ҫурҫӗрти ҫурма тӗтреллӗ хӗл кунӗсем те маншӑн ҫурхи кунсем евӗр ҫап-ҫутахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утравӑн кӑнтӑр енне, хӑйӑрлӑ вырӑна, ҫурма ҫарамас арҫын тӗмсем леш енчен темле хӗрарӑмпа ыталанса тухса выртнине асӑрхасан, хӑйне сасартӑк электротокпа ҫаптарнӑн, вӑрманҫӑ чутах каялла ҫаврӑнса ҫапӑнмасть:

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аркадий Давыдович, Пӑлаки аппа Ваҫука каласа панӑ тӑрӑх, хӑй те ҫурма тӑлӑххӑн — амӑшӗпе ҫеҫ ӳснӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тайлӑмри ҫурма хӑрӑк чулмуҫҫи ӑна ура хунӑн, ҫырманалла шуса анса каясран вӑйпах тытса чарнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вара ура ҫине сиксе тӑчӗ, гардероба уҫрӗ, унтан кӗрен тӗслӗ вӗр-ҫӗнӗ те хитре кӗпе туртса кӑларчӗ, ӑна ҫурма тӑчӗ, анчах тӑхтарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Промышленноҫ ҫурма проводниксемпе усӑ курса тӗрлӗ йышши пӗчӗк те кӑткӑс радиоприемниксем тата темиҫе программа итлеме май паракан репродукторсем кӑларма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Альтонӑн чылай кварталӗсем 1970-мӗш ҫулӗсемччен ҫурма пушӑ тӑнӑ, ун чухне федераци правительстви ҫак района ревитализацилемелли программа йышӑннӑ.

Многие кварталы Альтоны оставались полузаброшенными до 1970-х гг., когда федеральное правительство приняло программу ревитализации этого района.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Хурми ҫурма ҫаврака, пушмак ҫумне ҫирӗпленет.

Имеет полукруглую форму и крепится к ботинку.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Мунчое кошкиз, — ӑнлантарса пачӗ Хумкка ҫурма чӑвашла ҫурма удмуртла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паян темскер бригадир курӑнмарӗ-ха, — пӳрте ертсе кӗчӗ председателе Матрон аппа, ҫурма удмуртла, ҫурма чӑвашла калаҫаканскер.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре унӑн куҫӗсем каткара ларакан хӗрарӑм пуҫне асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йыснӑшӗ ҫумнех шӑвӑнса ҫитрӗ те Сантӑркка, такам илтесрен хӑранӑ пек, унӑн тирекен мӑйӑхӗ патне ҫывхарса, ҫурма сасӑпа каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гали! — ҫурма сасӑпа чӗнчӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурма ҫулта хӑварнӑ ещӗксене ытти салтаксемпе илме кайсан, кӗтмен ҫӗртен Лавруша курах кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун патнех чупса ҫитес терӗ, анчах, хӑй ҫурма ҫара иккенне курсан, именсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурма арҫынччӗ вӑл, шӑлавар тӑхӑннӑ хӗрарӑм!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех