Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавруш ун патне чупса ҫитрӗ, чӗркуҫленсе ларчӗ, анчах ват салтакӑн чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хайхи хӗрарӑм хашӑлтатса чупса ҫитрӗ те Ҫимуна икӗ аллинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вар тӑрӑх шӑвӑна-шӑвӑна, пӗр мунча тӗлне ҫитрӗ Эрхип, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, ял вӗҫӗнчи пӳрт кӗтессине лӑпчӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Улька-а-а! — макӑрса ярас патнех ҫитрӗ, Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ шӑпах ҫав тӗле Улька ишсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун сӑмах чӗнмерӗ, паҫӑрхи вырӑнне пырса лариччен малтан пасар сӗтеллисем патне ҫитрӗ те, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑма витринчен куркапа сив уйран ӑстарса, ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакнашкал каллӗ-маллӗ шухӑшлакаланӑ хыҫҫӑн Михха йӑлтах лӑпланса ҫитрӗ те ҫунса кайнӑ кӳршисене паянах пулӑшма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ сирӗн чӗрӳне кӑларса ӑшалас вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал шухӑшсемпе вӑл килне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир ӗмӗтленни аранах ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Барон персе ҫитрӗ!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫур сехет ытла ишсен, кимӗ барон вӑрманӗ пуҫланнӑ вырӑна ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ эрне каярах ҫамрӑк баронтан аллӑ пин тенкӗ укҫа ярса пама ыйтса васкавлӑ телеграмма персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех Ҫтаппан та пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли тус-йышӗсене Атӑл ҫыранӗ хӗрринче хуса ҫитрӗ те тӑван пек хаклӑ ҫынпа тӗл пулни тата хӑйне хӑнана чӗнни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут Хусана каҫалапа тин ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр билет илме ӗлкӗрнӗ ҫӗре пӑрахут та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васкаса утнипе сывлӑш питӗрӗнсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ывӑлӗ тытмасӑрах утма пуҫлани ӗнтӗ эрне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех