Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитменнине (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине тата шӑрҫи ахахран пулсан…»

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫитменнине ялта камӑн йытти ирӗкре ҫӳренине кӳрши пӗлменнине ӗненес килмест.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Ҫитменнине вӗсем пӗри те хуҫасӑр мар, пӗри те вӑрманта пурӑнаканскер мар.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Ҫитменнине тӑшман тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалтан персе тӑнӑ вӑхӑтрах лини татӑлнӑ 7 вырӑна сыпнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫитменнине лешӗн те сылтӑм пичӗ ҫинче, сӑмса ҫумӗнче, шӗпӗн пурччӗ, шӗпӗнӗ ҫинче — икӗ ҫӑм пӗрчи.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫулла касса тирпейленӗ чӑрӑш пӗренесен тӑршшӗ шӑп та лӑп тӑватшар метр, ҫитменнине тата вӗсем пурте йӑрӑс та карас пек сап-сарӑ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине, ыратма пӗлекен чӗре пурри лайӑхрах та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине апат пӗҫерме те шутсӑр канлӗ: газ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине тата ниепле пӑрӑнса иртсе кайма ҫук ӑна пурнӑҫ лавӗпе пынӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине, тӳрех калап, латти ҫук вӑл Мерченсен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине тата ҫенӗк алӑкне ҫӑрапа-мӗнпе те питӗрмен, сӑлӑп хунӑ та ҫаклашкине кантрапа явакланҫи тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫитменнине тата вӑл халь, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек, хӑйне упрама пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Финн ӑсчахӗсем хурӑнташлӑ финн-угр халӑхӗсемпе ⎼ удмуртсемпе, мӑкшӑсемпе, ҫармӑссемпе ⎼ кӑсӑкланнӑ, вӗсене ҫывӑх пулнӑран чӑвашсене те манса хӑварман, ҫитменнине тата «тухӑҫри финсен» шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1941 — 1945 ҫулсенчи йывӑрлӑхсене ҫамрӑк ҫулсенче тӳссе ирттернӗ ватӑ ҫынсемшӗн, ҫитменнине тата тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене фронтсенче ҫухатма тивнисене, паллах, Украинӑри паянхи событисем, икӗ ҫул хушши ятарлӑ ҫар операцийӗ тӑсӑлаканскерсем, чӗрине ыраттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Ҫитменнине, вӗсем Шупашкарта пурӑнман.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫитменнине, Петр Петровича пулӑшаканскер…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫитменнине, сан упӑшкуна сывлӑхӗпе те тӗреклех мар теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫитменнине вӑл кӑштах хӗрӗнкӗрех пек туйӑнчӗ, — унтан сӑра шӑрши те кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫитменнине вӑл манӑн мар, санӑн тӑшману.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫитменнине, ним те палӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех