Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитес (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Семинар пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Урал Искандаров Пишпӳлек районӗнчи предприятисене ҫитес сезон тӗлне техника лайӑх хатӗрленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче тракторсемпе прицепсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухассине йӗркелес енӗпе зонӑри семинар-канашлу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3716050

Ҫитес ҫӗре ҫитсен, тӳрех перекет кассине хыв.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫитес ҫӗре ҫитсен, утар пӳрчӗн ҫенӗк алӑкне уҫса: — А ну, тухӑр унтан! — хыттӑн кӑшкӑрать Хамаръялов, аллинчи пӑшалӗпе хӑмсарса.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Киле ҫитес чух Шӑнкӑрч амӑшӗ, Услантӑр мучин кинӗ, чупса тухни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, Кипеккассине хӑвӑртрах ҫитес тесе, ҫуна йӗрӗ ҫине тухать те, хыҫалтан такам хӑваланӑн, яра парать вӑйӗ ҫитнӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрман патне ҫитес чух, вар пуҫӗнчен сиксе тухса, шап-шурӑ кӗрӗклӗ мулкачӑ икӗ хӑлхине апла та капла вылятса кӑтартрӗ те Шӑнкӑрча, чӑлтӑртти-чӑлтӑртти ыткӑнчӗ малалла.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Часрах ҫитӗнсе ҫитес те, ашшӗ сунара ҫӳренӗ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшала, кӑмака хыҫӗнче ҫакӑнса тӑраканскерне, татӑклӑн йӑтса тухса, тӑшмансене хӳтерме каяс килет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Паллах, начар, — килӗшрӗ манпа ҫав рабочи, — ҫитес ҫулсенчех ку йывӑрлӑх пӗтӗ тесе шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Татах виҫӗ ҫул ҫырса тӑчӗ вӑл, анчах ответ ҫырма ыйтмастчӗ, ман пата вӗсем пӗрех ҫитес ҫук, тесе ҫыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Пӗрле ӗҫлесе илнӗ тупӑшран, тен, кӑҫаллӑха икӗ лашапа икӗ плуг илмелӗх, ҫитес ҫул вара — вунӑ лашапа вунӑ плуг илмелӗх те уйӑрса хӑварма пултаратӑр…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫитес кунсенчех Российӑна тухса каятпӑр!»

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫитес ҫырура эпӗ сана «Светланкӑсем» ҫинчен каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пысӑк уяв ҫитес кунсенчех пулать: ку таранччен никама та парӑнман хаяр Ангарана штурмлама пуҫлаҫҫӗ, ӑна кӗҫех пӗвелесе лартаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Обходчиксем суйлавҫӑсене ҫитес суйлавсем ҫинчен хӑҫан пӗлтерме пуҫлӗҫ?

— Когда обходчики начнут информировать избирателей о предстоящих выборах?

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

Культура министерстви тата муниципалитетсен умӗнче тӗллев тӑрать: кӑҫалпа ҫитес ҫулхи тапхӑрта кашни муниципаллӑ пӗрлӗхрех сахалтан та ҫӗнӗ ӑрури пӗр библиотека ӗҫлесе каяссине тивӗҫтермелле.

Перед Министерством культуры и муниципалитетами поставлена задача в этом и в следующем году добиться, чтобы в каждом муниципальном образовании функционировала как минимум одна библиотека нового поколения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Правительствин муниципалитетсемпе пӗрле тӑлӑх ачасене тата 2023 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кил-ҫурт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пурӑнакансем пек учета тӑнӑ 5 е унтан та ытларах ҫула ҫитмен ачаллӑ нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли мероприятисен пӗтӗм комплексне ҫитес пилӗк ҫул хушшинче пурнӑҫламалла.

Правительству Чувашии совместно с муниципалитетами следует реализовать весь комплекс мероприятий по обеспечению жильем в течение ближайших пяти лет детей-сирот и многодетных семей, имеющих пять и более несовершеннолетних детей, состоявших на начало 2023 года на учете в качестве нуждающихся в жилье.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗтӗм Раҫҫейри уҫӑ XLII «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупӑва, ҫитес шӑматкун иртекенскере, хатӗрленес ыйтупа спорт министрӗ Василий Петров сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ӗҫ ушкӑнӗн тӗллевӗ – электросеть комплексӗн аталанӑвӗн приоритечӗсене палӑртасси, ҫавӑн пекех «Россети Волга» ПАО тата Чӑваш Ен Правительстви хушшинче ҫитес пилӗкҫуллӑх валли палӑрса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Вӗсен кашнин пултарулӑхӗ хайне евӗрлӗ, пурте ҫитес ҫулсенчех пысӑк картинӑсем кӑтартма тивӗҫлӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫитес вӑхӑтрах кунта видеомагнитофон кӳрсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех