Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫеҫпӗл (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа – 125 ҫул, Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет, республикӑн тӗп хули Шупашкар 555 ҫул тултарать.

125-летие Михаила Сеспеля, 95-летие Андрияна Николаева, 555-летие столицы нашей республики – города Чебоксары.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприяти ыттисемшӗн тӗслӗхре», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Тӑван чӗлхен хӑватне чунне парса юратнӑ Ҫеҫпӗл Мишши: «Чӑваш чӗлхи ҫӗр ҫинчен ҫухалас пулсан, мана ват асатте масар ҫине кайса чиктӗр», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн паллӑ поэтсенче, талантлӑ ҫамрӑксенче Ҫеҫпӗл Мишши хӗлхемӗ сӳнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫӗре кӗчӗ тенӗрен, ҫутӑ тӗнчерен ҫамрӑклах Ҫеҫпӗл Ҫерушӗ, Ҫӑпӑртта Коли, Венюк Исаев уйрӑлса кайрӗҫ: Венюк ҫемйипех — сӗрӗм тивсе, Сергей — хӑйӗн сывлӑхне упрама пӗлмесӗр, Коля — Кавказ вӑрҫи хыҫҫӑн мирлӗ пурнӑҫ тутине ӑша хывса киленме Гена пултараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Куҫӗсем ҫеҫпӗл ҫеҫкине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ӳс, ҫеҫпӗл, ӳс!

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулҫи ҫинчи тӑпрана илсе пӑрахсан, ҫӑмӑлланнӑ ҫеҫпӗл йӑшӑлах тӳрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун умӗнче — хытнӑ юшкӑна шӑтарса тухнӑ ҫеҫпӗл.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрсем ҫеҫпӗл пуҫтарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шыв кӳлленчӗкӗсем ҫумӗпе ҫеҫпӗл ҫеҫке сарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗҫтенттин сӑввисене вуламан-им, Ҫеҫпӗл вилӗмӗпе пиҫӗхмен-им?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗвел ӑшӑтса тӑракан тайлӑк вырӑнсенче ҫуркунне ирех ҫеҫпӗл, фиалка чечекӗсем ҫурӑлаҫҫӗ.

Ранней весной на склонах, пригретых солнцем, зацветают подснежники и фиалки.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чи малтан ҫеҫпӗл, тюльпан чечекӗсем ҫурӑлаҫҫӗ.

Первыми расцветают подснежника, тюльпаны.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чи малтан, паллах ӗнтӗ, ҫеҫпӗл йӑл кулса ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӗри-тавра йӳҫ паранкӑ чечекӗ, ҫеҫпӗл, серте.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫеҫпӗл Мишши амӑшӗ, авӑ, тӑхӑр вунӑ ҫултан иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ҫулӑмлӑ Ҫеҫпӗл Мишши каларӑш, кирлӗ чух тар кӑларса суха тусан та юрать.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Анчах, те Петӗр хумханса каланипе, те хамӑн хӑлха ҫапла илтнипе, «Сывӑ пул, Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тенӗ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Петӗр Хусанкайӑн эп илтнӗ юлашки сӑмахӗ «Сывӑ пултӑр Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тени пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех