Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫар сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫар (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗчӗк ҫарсене пӗтерме утлӑ ҫар ҫук-и вара Микулинскин?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крымра ҫулталӑка яхӑн хан пулса пурӑннӑ Девлет-Гирейпе ун пиччӗш-шӑллӗсем самай йышлӑ ҫар пуҫтарнӑ пулмалла, малти отрядсем вӗсен утлӑ ҫарне ҫийӗнчех тытса чараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусана иличчен ҫар службинче вырӑс ҫарӗнче тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире ҫарсене кантармалли тата ҫар хатӗрӗ тытмалли вырӑн кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан патне вӑрҫӑпа кайма йышлӑ утлӑ ҫар тытас пулать, йышлӑ утлӑ ҫар тытма лаша нумай туянас пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар парӑр, ҫар!

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанпа Арск ҫывӑхӗнчи паллӑрах княҫсем патне ҫитсе килчӗ вӑл, Ту енчи ҫӗр-шыва хан утлӑ ҫарне кӑларса ячӗ, Кучак таврӑнсан пӗрле шутласа пӑхрӗҫ — ҫар халичченхи чухлӗ пуҫтарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

2016 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ, ҫулталӑк ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн контракт ҫырса ҫак тивӗҫне малалла тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Александр Кошкин ячӗпе палӑк уҫнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d0%b0%d0%b ... 3c%d0%bda/

«Ҫар ҫыннисемшӗн патриотизм туйӑмӗ тата ҫар тивӗҫӗ яланах малти вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Александр Кошкин ячӗпе палӑк уҫнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d0%b0%d0%b ... 3c%d0%bda/

ҫар комиссариатне логистикӑна йӗркелеме, ҫынсене ҫара ярассине тивӗҫтерме кирлӗ условисем тума пулӑшасси;

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Службӑна тӑма ҫарта пулнӑ тата ятарлӑ ҫар специальноҫӗ алла илнӗ запасри ҫынсене чӗнсе илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Паллах, ҫар учечӗн специальноҫӗллӗ хӗрарӑмсем те ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине каяс текенсен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Стань добровольцем» сервиса кӗмелле, унта кама илни ҫинчен калакан информаципе паллашмалла, анкета тултармалла, ҫитме меллӗ ҫар комиссариатне суйламалла, заявка ямалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/

— Юлташсем! — терӗ Ятман, — ку пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӗвӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх ҫӗнтерӗвӗ, мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Ҫара пирӗн пӗтӗм халӑх пулӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн ҫарсем нимӗҫсене ҫавӑрса илнине, Паулюсӑн ҫирӗм икӗ дивизийӗ Хӗрлӗ Ҫар «хуранне» ҫакланнине вӗсем пӗлмерӗҫ-ха, кӑна вӗсем Совет информаци!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен Раҫҫей ҫарӗ Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/

Ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫлама каякансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова салтаксене ҫак йышпах каялла тавр ӑнма телейлӗ ҫул, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Ҫар профессине суйласа илес текенсен вырӑнти ҫар комиссариатне пымалла, вӗсене унта пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗр яшсен водитель правинчи «С» категорине илме пулать, ҫак тӗллевпе вырӑнти ҫар комиссариатне каймалла.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех