Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫаплипех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗншӗн ҫаплипех хӑвартӑм эпӗ Юкур сӑнарне.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мотоциклсем вӑрласа килеҫҫӗ те ҫаплипех пӑрахса хӑвараҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер аллинчи канташкана малтан вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫатӑрласа тытать, унтан, Уртемре темле ытла хаяр вӑй вылянине туйса, мӗнле тӑнӑ ҫаплипех пӑрахать тин ҫеҫ ҫӗртен илнӗ катӑка.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ, тӗлӗкри пек, ҫаплипех кармакланать магазинти ҫынсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Камсем ҫавӑтса кайнӑ? — ҫаплипех ӑнланмасть Ленен.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хӑвах пӗлен, — сӑмаха ҫаплипех тӑсать Паша, — иккӗн чух ытла час хывӑнса тӑхӑнма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗнле вопроспа-ши? — мещенлӗхе кӗрсе ӳкнӗ этем ҫаплипех темле бюрократла хӑтланать-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алӑка ытла хыттӑн шартлаттарса хупса: «Анне! Анне, ҫыру!» — тесе вӗҫсе кӗрсе тӑрать шутсӑрах ҫунатланса кайнӑ Шӑнкӑрч, анчах амӑшне ҫӗр ҫинчи мӗнпур япала кирлӗ пулма пӑрахнӑ тейӗн: епле ларнӑ вӑл хывӑнмасӑрах сак ҫине, мӗнле таяннӑ майласа хунӑ тӳшексемпе ҫытарсем ҫине — ҫаплипех ҫывӑрнӑ та кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мускав ҫаплипех ларать, тӑвансем, ҫирӗп ларать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ хӗррипе чеен пӑхса илчӗ Юмӑҫ Укань, кӑмака патнелле, Сантӑрккан сӑнӗ улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ мӗнле ларнӑ ҫаплипех ларать каска пукан ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ арҫын, ашшӗпе ывӑлӗ, ҫенӗк алӑкӗ умӗнче пӗр-пӗрне савӑнӑҫлӑн ыталаса илчӗҫ те ҫаплипех пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуратул ҫаплипех ларать-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчӗк чӳречерен енчӗке ҫаплипех каялла тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта ӗлӗкхи тимӗр решеткесем ҫаплипех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Майӗпен ватӑла пуҫларӗ, ҫаплипех качча каяймасӑр юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗпе шурӑ кӗпи ӳчӗ ҫумне лач ҫыпӑҫнӑ, ҫавӑнпа унӑн кашни шӑнӑрс, хусканни ҫаплипех палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан валли хатӗрленӗ вырӑнӗ ҫаплипех, никам пуҫ хумасӑрах сарӑлса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаплан ҫаплипех ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тухтӑрпа стражник килмесен ҫаплипех иртӗччӗ те…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мерчӗке вӑхӑтлӑха ҫаплипех хӑварчӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех