Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫанталӑкӗ (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑкӗ мӗнлерех ӑшӑ, вӑл ҫаплипех виҫӗ градус кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Ҫанталӑкӗ ав кӳлленчӗксене пӑрпа витнӗ, вӑл пур виҫӗ градус кӑна кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Ах, ҫанталӑкӗ еплерех ҫунтарать…

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

— Эх, мӑнтарӑн ҫанталӑкӗ, — мӑкӑртатрӗ Вихтӗрпе юнашар ларса пыракан шофер.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ав ҫанталӑкӗ мӗнлерех ҫунтарать тата ҫитменнине.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тата ҫанталӑкӗ те лайӑх пулсан кӑмӑл ҫӗкленнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Юрать-ха, ҫанталӑкӗ хӗвел питтинчех тӗш-тырӑ культурине типӗтме май парать.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ҫанталӑкӗ сивӗ мар-ха, пӗртте сивӗ мар, анчах ку килте хӑйне ҫатӑр сивӗ сӑмах калама пултарасса, кӗнӗ-кӗмен: «Мерченсен килне хӗр пама эпир тилпӗрентен пашалу пӗҫерсе ҫимен, кикен вӗретсе чей ӗҫмен», — тесе касса татса каласран шикленет Левен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫанталӑкӗ ӑшӑ, тӳлек.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫанталӑкӗ мӗнле лайӑх тата!

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Регион ҫанталӑкӗ тӗрлӗ енлӗскер, ҫыран хӗрринче вӑл субтропиклӑ тата нӳрлӗ.

Климат региона довольно разнообразен, на побережье он субтропический и влажный.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Географипе ҫанталӑкӗ

География и климат

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ҫанталӑкӗ чӑтма ҫук сивӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ юр ҫуса тӑнипе ҫанталӑкӗ сивех мар.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанталӑкӗ те чисти Ҫӗпӗре ҫаврӑнса кайрӗ-и элле тата, йытӑ шӑнса вилмелле, — ҫавӑнтах хӑйӗн хӳресӗр йыттине аса илчӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанталӑкӗ ҫеҫ уяр тӑрать, ҫавӑ начар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанталӑкӗ лӑпкӑ, ӑрша вылять.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫу кунӗ пулсан та, ҫанталӑкӗ ӑмӑртан, яш-кӗрӗм кунта пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫанталӑкӗ те самаях сивӗтрӗ, алӑсем «автомат-винтовкӑсене» /вӗсене кашни хӑй пултарнӑ пек, пӗлнӗ пек ӑсталанӑ/ тытайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫитменнине ҫанталӑкӗ те шӑрӑх, ӑш хыпса тухать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех