Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаксене тропикӗн кӑра ешӗллӗхӗ талккӑшпех хупласа хунӑ, унӑн веерла мӗлкинче хӗрарӑмсен вут-ҫулӑмлӑ, ачалла куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫаксене вырнаҫтарнӑ май сунарҫӑ тӳрех хӑйӗн пирки каласа пама тытӑнчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Следователь ҫаксене ача-пӑчан моряксен калавӗсемпе арпашӑнса кайнӑ фантазийӗ шутне кӗртрӗ, ҫавӑн пекех ачасен мистификаци туртӑмӗ аталаннипе сӑлтавларӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ҫаксене пӗтӗмпех шута илсе, Крапивин Телегина хурахсем ҫинчен ӑҫта хыпар илтӗннӗ ҫавӑнта кайса ҫӳреме хушмарӗ, малтанлӑха Йӗпреҫре кӗтсе пурӑнма сӗнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫаксене курсан Ассоль пулма пултарайман ҫӗр-шывра тата тепӗртак ҫӳрерӗ те — вӑранса кайрӗ, унтан тӑрса ларчӗ.Увидев все это, она побыла еще несколько времени в невозможной стране, затем проснулась и села.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗр пӗрчи ҫаксене питӗ тимлӗн итлет.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫаксене уйрӑммӑн ӳкерсе кӑтартнӑ хыҫҫӑн вара тинӗсре таҫта та ҫӳрени пирки анлӑн сӑнарлама пикенет, чӑн пулнине тӗшмӗшлӗхпе, хӑй шухӑшласа кӑларнине вара чӑн пулнӑ самантсемпе пуянлатать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вероника ҫаксене аса илнӗ хыҫҫӑн каялла ҫаврӑнса тин ҫеҫ тетӗшӗпе тупӑшнӑ ҫӗрелле чуптарчӗ.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ҫаксене эпир Снесарева хирӗҫ пынипех тума май килтертӗмӗр.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ ҫаксене тата ытти нумай ҫитменлӗхсене те вырӑнсенче тӳрлетсе пырӑп, вӑл тӗлӗшпе эпӗ чылай ӗҫлетӗп, формальнӑй йывӑрлӑхсем пуррине-мӗнне пӑхмасӑрах ӗҫе хупласа тӑракан чинсемпе командирсене вырӑнӗсенчен кӑларнӑ, кирлӗ пулсан, эпӗ вӗсене ҫӗмӗрсе те тӑкӑп.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫаксене пӗтӗмпех Дон хӗррине турттарнӑ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах халӗ ак ҫаксене аса илнипех унӑн сехри хӑпарать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Ҫаксене пурне те эпӗ, Сталин юлташ, пирӗн умра тӑракан ситуаци мӗн тери йывӑррине сирӗн лайӑх шута илмеллине палӑртасшӑн ҫеҫ калатӑп…— Говорю все это, товарищ Сталин, к тому, чтобы вы учли всю сложность ситуации, стоящей перед нами…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпир мӗн пӗлни вӑл — капитализмлӑ обществӑна чи лайӑх пӗлекенсем, ҫак общество мӗнле аталанса пырассине малтанах пӗлнӗ чи пысӑк ӑс-пуҫсем пире тӗп-тӗрӗссӗн кӑтартса пани, — вӑл мӗнпурӗ те ак ҫакӑ кӑна пулать: пурнӑҫа ҫӗнетсе тӑвас ӗҫ истори тӗлӗшӗнчен, кирек епле пулсан та, ҫак пысӑк линипе пымалла, производство хатӗрӗсене уйрӑм харпӑрлӑхпа тытса тӑрас йӗркене истори пӗтермелле, вӑл йӗрке тӗп пулмалла, эксплуататорсене хуть мӗн пулсан та экспроприацилемелле, — ҫаксене кӑна эпир пӗлнӗ…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
(Алешка хӑй ӑшӗнче «тпру» тесе, ури кӗллисемпе тӑп-тап тутарчӗ те, ҫаксене пӑхас тесе чарӑнчӗ).(Алешка про себя сказал: «Тпру», топнув пятками, остановился — поглядеть.)
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— … Брест-Литовскра мир ҫинчен калаҫнисем, хальхи вӑхӑтра — вунсаккӑрмӗш ҫулхи январӗн ҫирӗммӗш кунӗ тӗлне — уҫҫӑнах ҫаксене палӑртрӗҫ: Германи правительствинче вӑрҫӑшӑн тӑракан парти ҫиеле тухни курӑнать, кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук; ҫав парти, чӑннипе, Российӑна ультиматум лартнӑ та ӗнтӗ…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫаксене Васька питӗ хӑвӑрт, пӗр тӑкӑнмасӑр каласа пачӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Вась, ҫаксене пурне те ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? — тӗпчесе пӗлме тӑрӑшрӗ Илюха.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫаксене шута илсе, вӗсен пухӑвӗ ман хуҫана манпа ытти ехусемпе хутшӑнса калаҫнӑ пекех калаҫма е мана, хам ӑҫтан килнӗ, ҫав ҫӗршыва кӑларса яма сӗнӳ панӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах манӑн хуҫам ҫаксене ниепле те ӑнланма пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн шухӑшӗпе, ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен ҫимӗҫсемпе пур чӗрчунсем те, уйрӑммӑнах ыттисене пӑхӑнтарса тӑракан пур чӗрчунсем те тӑранса пурӑнма тивӗҫлӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.