Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑншӑнах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑншӑнах ӗнтӗ ӑна ялта «Кӑпӑш Сӑпани» тесе чӗнетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑма ҫавӑншӑнах ҫут тӗнчене кӑларса янӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑншӑнах хула ҫыннисене тусанпа чыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ара, ҫавӑншӑнах ҫапла айӑпламалла-и?

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара хӑй вырӑнне ҫӗнӗ арӑмне хӑварать, ӑна вӑл ҫавӑншӑнах пир-авӑр тӗртекен комбинатра ӗҫлеме пӑрахтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫитменлӗхсем пур ӗнтӗ, анчах ҫавӑншӑнах ӑна ӗҫрен кӑларма кирлӗ мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫавӑншӑнах арӑмне килтен хуса кӑларнӑ-и вара? — халиччен ним чӗнмесӗр ларакан Эмир те калаҫӑва хутшӑнмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсир мӗншӗн, эпӗ те ҫавӑншӑнах.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑншӑнах ӑна полковник килӗштерсе пӑрахрӗ, хӑй патне денщика илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑваша чӑвашла куҫарса парать те ҫавӑншӑнах укҫа илет.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем те ӑна ҫавӑншӑнах юп курчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти ҫӗртен те ҫавӑншӑнах хӳтерсе кӑларса ячӗҫ.

И с прежней-то меня за то же погнали.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хир енче те ҫавӑншӑнах тытаҫҫӗ пулас ӑна вунӑ ҫула яхӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ хӑй ачине ырӑ-сывӑ, тӗрӗс-тӗкел, ӑслӑ-тӑнлӑ та сапӑр ҫын тӑвасшӑн — вӑл та ҫавӑншӑнах ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ҫавӑншӑнах гимнази пӗтерме те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Е, тата, кӳкӗрт ҫунтарса лараканӗн те, симӗс ҫулӑм ан сӳнтӗр тесе, чыхӑна-чыхӑна ҫавӑншӑнах ӳсӗрсе лармалла-ши ҫӗр айӗнчи тамӑкра?

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тен, Улька та ҫавӑншӑнах Ваньккана мар, ӑна юратса пӑрахрӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Капла пулса тухасса пӗлнӗ пулсан сана вӑйпах хам патра хӑварнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑншӑнах вилмеллеччӗ-ши вара?» — шухӑшларӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫавӑншӑнах шӑв-шав ҫӗклер мар-ха, анне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех