Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗшӗн (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен, ячӗшӗн кӑна ӗҫлекелет Санарова.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ячӗшӗн ӗҫленӗ пек туса укҫа илес килмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Йывӑҫран тунӑ чиркӗве пырсассӑн та ячӗшӗн ҫеҫ, мура кайтӑр, кӳпчӗр, савӑнччӑр тенӗн ҫеҫ хӗрес хуркаларӗҫ, хӑйсем тӗллӗн вӑрттӑн тем сӑмах мӑкӑртаткаларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ячӗшӗн тӑраткаласа янӑскер!!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ячӗшӗн е тата мухтанассишӗн кӑна туни никама та усӑ кӳмест, вӑл шутра - хӑвна та.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫакӑн пек авӑксенче вӑл, хӑйне кам та пулин черкке сӗнсен, ячӗшӗн кӑна та пулин хирӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун вара вулӑ речӗсем ҫип ҫапнӑ пек тикӗс, тӳп-тӳрӗ, «Раҫҫей мисӗ» ячӗшӗн тупӑшӑва тухнӑ яштака, шулака ҫурма ҫарамас пикесем пек селӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Концерт та ячӗшӗн иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Чылай чухне вӑл, ачасене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн шӗлепкине тата класс журналне кафедра ҫине пырса хурать, урокра кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе те тӑмасть, ячӗшӗн тумалли йӗркесене пӑхӑнмасӑрах тӳрех вӗрентме пуҫлать.

Нередко, поздоровавшись, он бросал на кафедру шляпу, журнал и, не делая переклички, не соблюдая никаких формальностей, сразу начинал:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха пӗр шайпа йӗркелени стратегилле задачӑсене татса панӑ чухне мӗнпур ресурспа тухӑҫлӑ усӑ курма, йышӑнусем тӑвассине хӑвӑртлатма, халӑхпа ӗҫлемелли майсене анлӑлатма, чи кирли тата ячӗшӗн ӗҫленине пӗтерме пулӑшать.

Одноуровневая организация местного самоуправления позволит эффективно использовать все ресурсы для стратегического развития, повышения оперативности принятия решений, расширения подходов к работе с жителями, а главное, исключить формализм.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Амӑшне вара, ячӗшӗн кӑна, кӑшт укҫа ярса парать.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр антоновкӑпа анис йывӑҫҫисем лартрӗ, Макар ячӗшӗн ҫеҫ виҫ-тӑват улмуҫҫи чикрӗ, пахчана йӑлтах декоративлӑ йывӑҫсем лартса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акчуровӗ колхоз ҫинчен пачах шухӑшлами пулчӗ, ячӗшӗн кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсем Захар Петрович лавккине анса пӑхма, унта, ячӗшӗн, пӗри премӗк, тепри сахӑр илме калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Наганӗ хамӑн та пурччӗ-ха манӑн, сых ячӗшӗн тепре те пӑсмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ун ҫывӑхӗнче чарӑнса та тӑмасть, ячӗшӗн курка тытса парать те: эсир ӗҫӗр, ҫийӗр, савӑнӑр, манӑн ӗҫсем пур-ха тесе, сӗтел хушшине лармасӑрах тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлнӗ те — ку вӑл ячӗшӗн тунӑ япала кӑна тенӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ху ман пата ҫитсе кур, — ячӗшӗн каларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче ҫанталӑк ҫинчен те ячӗшӗн ҫеҫ мар, чунтан пӑшӑрханса калаҫрӗҫ кӗреҫе сухалсем.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑлусене чӗнме те юратчӗ пуль, вӗсен ӗнтӗ халӑх ӗҫне хутшӑнма вӑхӑт, — ячӗшӗн сӑмах тӗртрӗ Акпарс.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех