Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Эпӗ вара Санӑн ятна ӗмӗр мухтаса юрлӑп, мӗн тума асӑннине куллен-кун пурӑнӑҫа килтерӗп.9. И я буду петь имени Твоему вовек, исполняя обеты мои всякий день.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана кӑмӑлтан парне кӳрем, Санӑн ятна аслӑлам: Санӑн яту ырӑ, 9. Эсӗ мана пур асапран та хӑтартӑн, ӗнтӗ куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑчӗ.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ ҫапла тунӑшӑн Сана ӗмӗрех аслӑласа тӑрӑп, Санӑн ятна шанса пурӑнӑп: вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусемшӗн ырӑ.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн ятна сыпӑкран сыпӑка асӑнмалла тӑвӑп; ҫавӑнпа Сана халӑхсем ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӗҫ.18. Сделаю имя Твое памятным в род и род; посему народы будут славить Тебя во веки и веки.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Куллен-кун Турӑпа мухтанӑпӑр, Санӑн ятна ӗмӗр аслӑласа пурӑнӑпӑр.9. О Боге похвалимся всякий день, и имя Твое будем прославлять вовек.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, халӑх пухӑвӗнче Сана мухтаса тӑрӑп.23. Буду возвещать имя Твое братьям моим, посреди собрания восхвалять Тебя.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп: 51. Эсӗ — патшана тӗлӗнмелле ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн, Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн, эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп: 5. Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн; тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ, Эсӗ вӗсенӗн хутне кӗрсе тӑрӑн; Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ: 13. эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ те, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Патша, Авраам Турри, Хӑвӑн халӑхна хӗрхенсем — ӗнтӗ пире пӗтерме, Санӑн ӗмӗрхи еткерне кӑклама каварлашаҫҫӗ; Хӑвӑн халӑхна ан пӑрах, Эсӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен Хӑвӑн валли ҫӑлса тухрӑн; манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн еткерне хӗрхенсем, хура-шур вырӑнне савӑнӑҫ парсам пире; пирӗн, чӗрӗ юлса, Санӑн ятна мухтаса юрласчӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвна мухтакана ан пӗтерсем! тенӗ Марходей.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйне йӑтса тӑратсан, вӑл Иудифь ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ ӑна: эсӗ Иудея ҫӗрӗнчи кирек мӗнле килте те, кирек мӗнле халӑх хушшинче те мухтавлӑ пулӑн, санӑн ятна илтсен, вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товит ӑна каланӑ: тӑванӑм, санӑн йӑхна, санӑн ятна пӗлессӗм килет манӑн, тенӗ.И сказал ему Товит: брат, мне хочется знать род твой и имя твое.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ пирӗн аттемӗрсем Египетра хӗн-хур тӳснине курнӑ, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вӗсем епле кӑшкӑрса йӗнине илтнӗ, 10. вӗсене епле мӑшкӑлланине пӗлсе, Эсӗ фараона, унӑн пӗтӗм чурине, ун ҫӗрӗнчи пӗтӗм халӑха хӑват паллисемпе кӗтретсем кӑтартнӑ — ҫапла Хӑвӑн ятна ӗмӗрлӗхе чапа кӑларнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна, темӗнле мухтавран та, темӗнле чапран та аслӑ ятна, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтавлаччӑр!Да славословят достославное и превысшее всякого славословия и хвалы имя Твое!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 27. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса кӗлтусассӑн, 25. Эсӗ ҫавна тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсене тата ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва каялла тавӑрсамччӗ вӗсене.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӗ эпир, Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Санӑн аслӑ ятна мухтавлатпӑр.13. И ныне, Боже наш, мы славословим Тебя и хвалим величественное имя Твое.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Египетран илсе тухнӑ халӑху умӗнчен ытти халӑхсене хӑваласа ярса, аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.