Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлӑскер (тĕпĕ: ятлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тумланса картишне тухсан, ҫулла ҫӗлӗк мӑнӑш кӑна пулнӑ анчӑк, халӗ Хураҫка ятлӑскер, ҫемҫе утӑ-улӑм ҫинче тынашкапа юнашар выртса ҫывӑрма юратаканскер, чи малтан сиксе тӑрать, пӳртрен тухнӑ ҫынна куҫран ӑслӑн пӑхса хӳрине пӑлтӑртаттарать, кил-хуралта ҫӗр каҫипех шанчӑклӑ хураллани пирки евитлет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗр ҫинче утмӑл ҫула яхӑн пурӑнакан пуклак чӑваш, Терен ятлӑскер, кулкаласа калать: — Эсир кунта тымар ямах килтӗр пулас, — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Совхоз агрономӗн ывӑлӗ, Вадим ятлӑскер, пӗлтӗр салтакран таврӑннӑскер, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех «ҫырла ачисем» таврашӗнче явӑнма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тин кӑна тӑварнӑ лаша, Утаман ятлӑскер, ҫуна ӳречинчен кӑкарса янӑскер, умӗнче ним ҫимелли ҫук пулин те, тем кӑмтӑртаттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Милиционер каласа панине аса илтӗм: «Ирина ятлӑскер, пединститут студентки…»

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлташ хӑтарнӑ хӗр, Ирина ятлӑскер, пединститут студентки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Аттепеле пӗр Хусан тутарӗ кӑна, Сабир ятлӑскер, сывӑ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Тӗнчене кисрентернӗ вунӑ кун» ятлӑскер

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Кӗҫӗн хӗр, Зоя ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1997 ҫулта Америкӑра Upsidedown ҫӗнӗ фирма никӗсленнӗ, унӑн пӗрремӗш ролик моделӗ — Damocles ятлӑскер — чӑннипех революциллӗ пулса тӑнӑ.

В 1997 году в Америке появилась новая фирма Upsidedown, чья первая модель роликов — Damocles — стала поистине революционной.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Унӑн хуҫи, ҫамрӑк йӗкӗт, Мишша ятлӑскер, каласа панӑ тӑрӑх, Махорка питӗ хӑйне евӗрлӗ янавар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӑрушӗ, Ася ятлӑскер, хӑйне чӗннине илтсе, пушшех ун ҫумне ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаккаспа кӳршӗллӗ Кураккасси ҫынни, Хӗветӗр ятлӑскер, Кӗпитун Арсентьевсен кумӑшӗ, пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗре кайса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Унӑн Тури Услонри тӑванӗ, майра, Римма ятлӑскер ҫырнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апла пулин те Гронинген тӗп тӳремӗ, Grote Markt ятлӑскер, 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Гронинген хулишӗн ҫапӑҫнӑ чухне шар курнӑ.

Тем не менее центральная площадь Гронингена, или Grote Markt, пострадала в апреле 1945 года во время Битвы за Гронинген.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ку вӑл, Каткей ятлӑскер, асамҫӑ ҫын пулнине Ванюк тӳрех ӑнланса илчӗ-ха, анчах вӑл сӗннӗ панулмине ҫиме те юрать, те юрамасть…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Манӑн пӗр палланӑ йӗкӗт пурччӗ, Вася ятлӑскер, эпир унпа пӗрле вӗреннӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл асӑннӑ «малолетки» вара — Маюк вӗрентнӗ шпульница, Анфиса ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫав ӑнман арҫын арӑмӗ, Мотя ятлӑскер, тӗл пулать те вара мана — мӗн кӑна ҫук сан, Ҫтаппан, ылтӑн этем-ҫке эс, сан пек арҫынпа пурӑнасси — ӗмӗре ырлӑхра ирттересси, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

ЗАГСра пирӗн ял хӗрачи ӗҫлет, Тарук ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех