Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яратчӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйтсан та шарламастчӗ, сӑмахне урӑх еннелле пӑрса яратчӗ: чӑрсӑрлӑхӗпе чӗлхисӗр пуҫне мӑнкӑмӑллӑхӗ те хӑйӗнчен пысӑкчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урӑ чухне Сулагаев асӑрхануллӑрахчӗ-ха, тӳрех апла-капла перкелешместчӗ, анчах киккирикӗ хӗрсен чӗлхине тӳрех ирӗке яратчӗ — кашнинчех тиркешерех калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ халь унран унчченхинчен ытларах та укҫа ыйтаттӑм пулас, вӑл — яратчӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тепри Евгеннй, ҫынна ӗненме, шанма пӑрахнӑ, вӑл телефон трубкине хӑвӑрт ҫакатчӗ, ҫырӑва вуламасӑр каялла яратчӗ алӑка питӗретчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Евчӗ хыҫҫӑн евчӗ яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Арӑма хампа пӗрле илсе килнӗ пулсан вӑл сана туххӑмрах ылтӑн шӑл лартса яратчӗ, — йӗплемесӗр тӳсеймерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫу-ук! — Изамбаев хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнчӗ те, вӑрман енчен вӗрекен чарусӑр ҫил ӑна антӑхтарсах яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр-пӗр ӗшнене канма чарӑнсан юрласа яратчӗ те пӗтӗм вӑрман ян та ян каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй бусольпе тӗллесе яратчӗ те миҫе метр виҫмеллине калатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Каҫсерен шкул стурӑшӗ Чалтун Иванӗ коридорта кӑмака хутса яратчӗ те, эпир ун тавра пухӑнса лараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Костя та ҫапла ҫырса яратчӗ сан пирки…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кашни салтака тенӗ пекех вӑл ӑсатса яратчӗ, час-часах сыпнипе хӗрелнӗ куҫ хупаххисене мӑчлаттарса, салтак кӗвви шӑрантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Вӑл мана чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палюк мучи Хӗлимун кӑтартнӑ тӗле тӗллесе кӗҫех кӗрслеттерсе яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Палюк мучи кайсан Твиккапа Квикка ҫине пӗррех сиксе ҫенӗк карлӑкӗ ҫинчен хӑваласа яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Тыр-пул тухӑҫӗ ҫав-ҫавах начарри шухӑша яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Асатте чутах сутса яратчӗ, тепӗр йытӑ ӳстерӗпӗр тет.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Анне юлашки сӑмахӗсене чӗтрекен сассипе каларӗ, кӗҫех вӑл йӗрсе яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр кашни кун ман куҫа эмел яратчӗ, эрнере виҫӗ хут куҫ хупанкине ешӗлсенкерпе сӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑшӑ пит-куҫлӑскер, вӑл ачисемпе кулса, хӑш чух шӳт тукаласа калаҫатчӗ, вӗсене кӗвӗ каласа ташлаттаратчӗ, юмахсем яратчӗ, хӑш чух юрлатчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех