Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яра сăмах пирĕн базăра пур.
яра (тĕпĕ: яра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тупата-туршӑн, пӗрре анчах тӗртӗн, эпӗ сана хӗҫпе пуҫӑнтанах яра парӑп! — терӗм.

— Ей-богу, если хоть чуть заденешь, я тебе плашмя клинком по башке заеду!

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хавасланнипе эпӗ киленсех кайрӑм, ун патнелле утса пыма тытӑннӑччӗ анчах, директор мана патаккипе яра пачӗ, ҫапать те ҫапать, татах хӗртет, штейгерӗ чӗрнисемпе таптаса кӗҫенет…

Обомлел я от радости, только было хотел подойти, как ударит меня директор тростью, да еще, да еще, а штейгер ну топтать копытами и ржать…

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Кӗтетӗп, яра пар.

— Жду, начинайте.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл пӑрр! вӗҫсе тухса тополь турачӗ ҫине ларчӗ те юрласа яра пачӗ, ну юрларӗ те вара…

Взметнулся он на ветку тополя да как запоет, как запоет!..

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир урок вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑнах, вӑл кӗнекисемпе тетрачӗсене чиксе килне чупма хатӗрленсе тӑнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк вӑйлӑ ҫумӑр яра пачӗ.

Едва мы кончили и он сложил книги и тетради, собираясь бежать домой, как внезапно хлынул проливной дождь.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Яра пар, Битт-Бой, Тӗрӗссине кастар! — такам кӗтесре вӑранса кайрӗ.

— Валяй им, Битт-Бой, правду-матку! — проснулся кто-то в углу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Яра куна кунӗпех савӑнса ҫӳрерӗ Митя: пулӑ тытрӗ вӑл, ҫырла татрӗ, тутлӑ шӑршлӑ утӑ ҫинче вылярӗ, каҫ пулсан вара ашшӗне: — Паян эпӗ килениччен савӑнтӑм, — терӗ.

Весь длинный день веселился мальчик: ловил рыбу, набрал ягод, кувыркался в душистом сене и вечером сказал отцу: — Вот уж сегодня я повеселился вволю!

Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.

Яра пар, лейтенант, малалла ҫаптар, икӗ яккӑра та гаваньре пӑрахмашкӑн сире тӳпе пулӑштӑрах.

— Валяйте, лейтенант, дальше, и да поможет вам небо благополучно бросить оба якоря в гавани.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, вырӑнтанах сиккипе яра пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— А ну, Тӑвӑл тусӑм, яра пар! — мӑшӑрӗпе юнашар ларса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрмен ӑйӑра пушӑпа хӑмсарчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яра куна кӗр-кӗр пасарта ирттереҫҫӗ вара.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яра пар, Ехрем, каласа пар — епле пурӑнаҫҫӗ унта пирӗн Хӗрлӗ ҫар ҫыннисем: аван-и, начар-и?

— Давай, Ефрем, расскажи — как там живут наши красноармейцы: хорошо ли, плохо ли?

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Эпӗ юмах-халап, юрӑ итлеме юрататӑп, ку таранччен никам та илтменнине мӗн те пулин илтес тесех ӗнтӗ яра куна унта ирттертӗм.

Я люблю сказки и песни, и просидел я в деревне той целый день, стараясь услышать что-нибудь никем не слышанное.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Тӳрех яра пар, — терӗ Ворошилов.

— Пошел прямо, — сказал Ворошилов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑй, лайӑх тӗллесе, пӗр пуля хыҫҫӑн теприне кӑларса яра пуҫларӗ.

И пошла гнать пулю за пулей, старательно выцеливая…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тинӗс ҫийӗ хумханнӑ евӗр вӑл, шатра матрос патне ярӑнса утса пычӗ те, пӗр сӑмах чӗнмесӗрех чышкипеле яра пачӗ ӑна пит те вирлӗн тӑнлавӗ урлӑ.

Морской перевалкой подошел к рябому матросу и молча, со всего плеча, не то что ударил — кулаком тяжело ахнул ему в висок.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Яра пар, яра пар… — тесе хавхалантарнӑ ӑна анархистсем.

— Вали, вали… — понукали его анархисты.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каҫ пулсан, яра куна ӗҫлесе ларнӑ хыҫҫӑн, Ленин мачча ҫинчен сарайне анатчӗ.

Вечером, после трудового дня, он спускался вниз по лесенке с чердака.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ывӑннӑскерсем тата яра куна ӗҫлесе выҫса кайнӑскерсем, тӳрех сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

Они были усталые и голодные после долгого рабочего дня и тут же сели за стол.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тата Эмиль шучӗпе яра куна шурлӑхра ларассишӗн шапашӑн та интереслех мар, унӑн та урӑх ҫӗрте пулса курас килет пуль.

И Эмиль решил, что лягушке полезно переменить обстановку, нечего ей весь день сидеть в болоте.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех