Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яр сăмах пирĕн базăра пур.
яр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гриша ман алла ярса тытнӑ та: — Тӑшман самолётне персе антарсанах ҫырса пӗлтер. Тӳрех ҫырса яр, илтетне? — тет пӗр вӗҫрен.

Гриша тряс мне руку и твердил: — Ты только пиши, как собьёшь вражеский самолёт. Сразу напиши, слышишь?

9. Мускава! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Парса яр, арӑм, парса яр, пирӗн патран тасалтӑр вӑл, — тет.

— Отдай, жена, отдай, пусть он с глаз с наших уйдет.

Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.

Вӑл ялан ҫапла тем кӗрлесе килсе кӗрет, алӑка шак! тутарать те: «Кӗр! Кам унта?» — тесе, чӗнме ӗлкӗричченех алӑка яр уҫса ярать те кӗрсе тӑрать.

Она всегда очень оригинально входила в комнату: стукнет — и тут же войдет, не дожидаясь, пока я скажу: «Можно» или «Кто там?».

Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

— Тӗксе яр, тӗксе яр пӑрсене пакурпа! — кӑшкӑрать Мэнгылю.

— Толкай, толкай льды багром! — закричал Мэнгылю.

Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Акӑ, приказ паччӑр-ха мана; кай, Бурмистрова кӑларса яр, теччӗр, вара килетӗп те эпӗ калатӑп хайхи; а ну, Бурмистров, яра пар хӑв ҫулупа!

Вот прикажут мне: иди, выпускай Бурмистрова, то я пойду и скажу: а ну, Бурмистров, ступай себе!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Бурмистрова хӗрарӑм темскерле йывӑр та ҫеп-ҫемҫе япалапа пӗр харӑсах пӗтӗм ӳт-пӗвне тивертмеллех ҫапса хӑварнӑн туйӑнчӗ, куҫӗ умӗнче унӑн симӗс те хӗрлӗ ҫаврашкасем вылянса илчӗҫ, вӑл яр уҫӑ алӑкӑн тӗттӗм ани ҫинелле тӗлсӗр-палсӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, аллисене лӑштӑрах усса ярса, Симӑна тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ: ҫамрӑк йӗкӗт кровать айӗнчен хӑйӗн ҫурри ҫарапакка тӑсланкӑ ӳт-пӗвне йывӑррӑн сӗтӗрсе тухать, хӑй пысӑк калта пекех йӑшаланать.

Бурмистрову показалось, что она ударила его чем-то тяжёлым и мягким сразу по всему телу, в глазах у него заиграли зелёные и красные круги, он бессмысленно взглянул в тёмную дыру двери и, опустив руки вдоль тела, стал рассматривать Симу: юноша тяжело вытаскивал из-под кровати своё полуголое длинное тело, он был похож на большую ящерицу.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Яр вӗсене, Чумаченко, яр ӑмӑрткайӑксене!

— Пускай их, Чумаченко, пускай орлов!

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Иккӗмӗшӗ, чӑн турӑ умӗнче калатӑп: киле сывах таврӑнсан — хӑтана яр, — тенӗ вӑл макӑрса ярасран аран пусӑрӑнса.

И другое. Говорю, как перед истинным богом: вернешься домой целый — посылай сватов.

XI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Эсӗ Мерзлякова хӑваласа ятӑн, Кондрина та хӑваласа яр.

Ты Мерзляков прогнал, гони Кондрин тоже.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Яряр — кӑшкӑратӑп…

— Пусти, — пусти — закричу…

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

«Вӗсем ҫав тери выҫӑ куҫлӑ, пурин патне те аллисене тӗкме пӑхаҫҫӗ, терӗ. Вӗсен санӑн базӑран та хаклӑрах ӗҫсем пур. Кунтан вӗсене хӑваласах яр, анчах майӗпен, кӑмӑллӑн: вӗсен те власть пур, вӗсем хӑйсем те сана хӑваласа яма пултараҫҫӗ», терӗ.

«Они, говорит, до всего жадные, непременно будут ко всему прикладываться. А у них есть дело поважнее твоей базы. Вот и гони их отсюда. Но вежливо, они тоже власть имеют и сами тебя могут выгнать».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах вӑл хапхана яр уҫса ямарӗ, тӑпсисем ан чӗриклетчӗр тесе, кӑшт ҫеҫ уҫрӗ те шкула кӗрсе кайрӗ.

Но он не распахнул их широко, а чуть приоткрыл, стараясь не скрипеть петлями, и прошел в школу.

Петр Тихонович хапха умӗнче тӑрать // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Алӑка яр уҫса ячӗҫ.

Дверь распахнулась.

Каллех // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Амбар алӑкӗсене яр уҫса янӑ, унта Якур мучипе Паша Кашина ӗҫлеҫҫӗ.

Двери амбара были широко открыты, там уже орудовали дядя Егор и Паша Кашина.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чижик карҫинккине урайне лартрӗ те алӑка яр уҫса ярса, кухньӑна чупса кӗчӗ.

Чижик поставила корзину на пол, рванула дверь и вбежала в кухню.

Ҫу иртрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗри ӑна ҫуса ярать те теприне: «Шӑлса яр», — тет, лешӗ манса каять.

Один ее умоет, другому кивнет, утри, дескать, а тот и забудет.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Яр мана шыва; эпӗ пит пӗчӗкҫӗ: сана манран усӑ сахал пулӗ. Шыва ярсан, эпӗ ӳсӗп те, эсӗ мана тытан, вара сана усӑ нумайтарах пулӗ», — тенӗ.

Пусти меня в воду; видишь, я мелка: тебе от меня пользы мало будет. А пустишь, да я вырасту, тогда поймаешь — тебе пользы больше будет».

Пулӑҫпа пулӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ ҫынсене сывлӑх сунса тухрӑм та кимӗ ҫине кӗрсе лартӑм; япаласем пурте вырӑнта тӑнине пӑхса илтӗм те: «Яр!» — тесе кӑшкӑрса ятӑм.

Я простился с своими, сел в лодку, осмотрел, все ли мои припасы были по местам, и закричал: «Пускай!»

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл, пур, хӑнк та тумасть,кӗртсе яр та кӗртсе яр, тет.

Да не слушает она меня, свое талдычит: «Пустите» — и все.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кӑларса яр эсӗ мана, Виталий, ан чарса тӑр, кӑларса яр.

— Пусти, Виталий, слышишь… по-хорошему тебя прошу.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех