Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чыхӑнтаракан газсем янипе Вилейка шывӗ тӑрӑх вунпилӗк ҫухрӑм тӑршшӗ вӑрмансем ҫунса кайнӑ.Леса вдоль Вилейки были выжжены на пятнадцать верст удушливыми газами.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кунсӑр пуҫне, Зобнин, колхоз пухӑвӗ хушса янипе хӑйсен ял ҫыннине, Иван Лукич Карпова стройкӑра лайӑх ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Парӑнма шутламан хӗрарӑм, хӑйӗн характерне пула: кунта хамӑн ирӗкпе мар, колхоз хушса янипе килтӗм тесе сӑмах пуҫласа ячӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Филимонов участока ҫутӑ мӗншӗн паманнипе, электростанцие мӗншӗн ҫав тери юхӑнтарса янипе интересленчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Отряда хӳшӗ патнелле ҫул кӑтартса янипе мӗн турӑм-ши?
LXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хыттӑн тӗртсе янипе вӑл йӗнер ҫинчен ывтӑнса кайрӗ.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Тӗрӗс, эпӗ курман ӑна, — терӗ Морис тӗлӗнсе, — тата вӑл кунта хӑнара пулни ҫинчен те вӑл ман пата пит тутлӑ япаласем парса янипе ҫеҫ пӗлтӗм.
XXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Темле интереслӗ калаҫу тапратса янипе пулмалла, юланутсем Кольхаун ҫывхарса пынине сисеймен.По-видимому, увлеченные каким-то интересным разговором, всадники не заметили приближения Кольхауна.
ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Зебӑн хитрелетсе каланӑ сӑмахне хирӗҫ ахӑл-ахӑл кулса янипе ответлерӗҫ, кунта вара хӗрарӑм сассисем кӑшт кӑна илтӗнкеленӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кӗпе ҫухине йӳле янипе унӑн бронза тӗслӗ тӗреклӗ мӑйӗ хитрен курӑнса тӑнӑ, вӑл ун арҫынла илемлӗхне тата хытӑрах палӑртнӑ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӗр ҫутӑлтарса янипе тата эрехе пула ҫамрӑк юн вӗреме кӗнипе тарӑхӑвӗ-вӗчӗлетӗвӗ капланса килнӗ Виталий, таракан Динӑна яп ярса тытам тесе алкумне вирхӗнсе тухнӑскер, астуса ҫитереймесӗр, тӗттӗмре кӳнч пырса тӑрӑнать те пуҫӗпе алӑк тӑпсине — лӳчлетет.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах шведсем карап ҫине хӑпармалли хӑмасене касса янипе вӑл хӑйӗн лашипе шыва персе аннӑ.Но шведы подрубили доски, конь оступился, и витязь упал в воду.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
— Санаторинчен таврӑнсассӑн эпӗ тискер кайӑк пек вӗренетӗп (вӑл Шура каланӑ сӑмаха персе янипе кулса илчӗ), ҫулла та вӗренетӗп.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Эпӗ хамӑр ачашӑн — халӗ Тамплере тертленекен корольшӑн — вӗсен ачисене ҫунтарса янипе тавӑртӑм.— Я отомстил; пусть их дети поплатятся за наше дитя — за нашего короля, заточенного в Тампле.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Жоржетта та пиччӗшсем пекех тӑвасшӑнччӗ, анчах урине сулса янипе вӑл каялла кайса ларчӗ.Жоржетта тоже пнула, но от усилия не устояла на ногах и упала; вернее села на пол.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вунпиллӗкмӗш ӗмӗрте, синьорсем пуҫарса янипе, ҫынсене каса-каса вӗлерни, вунулттӑмӗшпе вунҫиччӗмӗш ӗмӗрсенче — тӗн вӑрҫисем, вунсаккӑрмӗшӗнче — ҫынсем ҫине тапӑнма вӗрентнӗ вӑтӑр пин йытӑ — акӑ мӗнле сӑлтавпа халӑх вӑрманта пытанса пурӑнма авантарах тесе шутланӑ.
II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хумсем карапа хыҫал енчен ҫӗклесе янипе, каронада палуба тӑрӑх кусса кайнӑ та тӳрех ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ, тӑватӑ ҫынна ҫавӑнтах лапчӑтнӑ, унтан, карап хӑяккӑн тайӑлнипе чалӑшса, тепӗр еннелле варт! ҫаврӑннӑ та пиллӗкмӗшне ҫурмаран татса кайнӑ, сулахай борта пырса ҫапӑнса туппа лафет ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ.
IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Павел ӑшшӑн кулкаларӗ, Андрей та, шӑлне ҫутатса, пуҫӗпе сула-сула илчӗ; вӗҫем кулнипе, сӑнӗсем хаваслӑ пулнипе, вӗсем ҫак тӑкӑскӑ йывӑр шӑплӑха хускатса янипе залра темле ҫутӑрах, уҫӑрах пулса тӑчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрей каласа пӗтерчӗ, анчах Прохарченко, хӑйне Андрей хӗрӳлӗхӗ уҫӑлтарса янипе тата чун-чӗрене пымалла татӑклӑ сӑмахсем калама вӑй панипе, Андрей сӑмахне ярса илсе малалла тӑсрӗ:
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сирӗн шурӑ террора хирӗҫ эпир хӗрлӗ террор пуҫласа янипе ответ паратпӑр.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.