Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янине (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен, йӑнӑшмастӑп пулсан, виҫҫӗмӗш кун каҫхине пула эпир докторпа иксӗмӗр сӑрт ҫине хӑпартӑмӑр та, аялтан, витӗр курӑнми тӗттӗмлӗхрен ҫил пирӗн пата темӗнле кӑшкӑрса янине, те юрланине илсе ҫитерчӗ.

Наконец — если не ошибаюсь, на третий вечер, — когда мы с доктором поднимались на холм, снизу, из непроглядной тьмы, ветер внезапно принес к нам не то крик, не то песню.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ хамӑн вӑйӑ правилисене пӗлетӗп, ӑна выляса янине те ӑнланатӑп.

Я знаю правила игры и понимаю, что проиграл.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ тӳрккес ҫын, Джим Гокинс, анчах бухтӑра карап ҫуккине куртӑм та, эпир хамӑрӑн вӑйя выляса янине ӑнланса илтӗм.

Я упрям, Джим Хокинс, но, когда я увидел, что в бухте уже нет корабля, я понял: игра наша кончена.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хам выляса янине, йӑнӑш тунине тата эсӗ выляса илнине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп.

Отлично понимаю, что я сделал свой ход и проиграл, промахнулся и что выигрыш твой.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Лере кӑшкӑрса янине илтсен, вӑл кӗҫех тӑнран кайса ӳкетчӗ.

Когда он услышал крик, доктор, он чуть не лишился чувств.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫак ҫыру мана мӗн тери ҫӗклентерсе янине ӑнланса илме йывӑр та мар.

Нетрудно представить себе, как взбудоражило меня это письмо.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Старик урапи ҫинчен йывӑррӑн анчӗ, Лю Гуй-лане хулпуҫҫинчен пырса тытрӗ, йывӑрланнӑ урисем ҫинче тайкаланса, Го Цюань-хай мӗн хушса янине каларӗ: пӗрремӗшӗнчен, кулянмалла мар тата йӗмелле мар; иккӗмӗшӗнчен, наянланса лармалла мар, ӗҫлемелле; виҫҫӗмӗшӗнчен, тиха ӳссен, ӑна ватӑ Таньпе карчӑкне пама манмалла мар.

Старик нехотя слез с телеги, ухватился за плечо Лю Гуй-лань и, пошатываясь на отяжелевших ногах, передал наказ Го Цюань-хая: во-первых, не скучать и не плакать, во-вторых, не лениться и работать, в-третьих, не забыть, что как только жеребенок подрастет, отдать его старикам Тянь.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мана мӗнле ывӑтса янине курмарӑн-им?

Разве не видела, как он меня скинул?

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Фома, ҫаврӑнса пӑхнӑ та, Званцев мужике тӗртсе янине курах кайнӑ.

Фома увидел, что Званцев толкнул мужика.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫынсене кала-ха ӗнтӗ, эпӗ сана мӗншӗн ҫупса янине ӑнлантӑн-и, е ҫук-и?

Ты скажи теперь всем людям, понял ты, за что я тебя ударил, или не понял?

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ирхине пӑхрӑм та сӗте ӗҫменнине, сӗт чашкине тӳнтерсе янине куртӑм.

Утром посмотрел — молоко не выпито, блюдечко опрокинуто.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Сасартӑк, темиҫе ача ҫыран хӗррипе кимӗ сӗтӗрсе пырса шыва янине асӑрхарӑмӑр.

Вдруг видим — несколько ребят волокут по берегу лодку и спускают её на воду.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Акӑлчансем Индирен пӑрахса кайнӑ чухне, каясса вӗсем Индирен хӑваласа янине пула тухса кайнӑ, кайман пулсан — хӑваласа яратчӗҫ, — «алӑка хыттӑн хупса хӑварма» шутланӑ.

Когда англичане покидали Индию, они уезжали из Индии в результате изгнания, а если уезжали — в изгнании, — и решили «громко хлопнуть дверью».

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Шофёрсем пӗр харӑс ахӑлтатса кулса янине вӑл уҫҫӑнах илтрӗ.

Дружный смех шоферов, как ветер, дунул ему в спину.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫак этем хӑйне нимӗҫсем Блитче ялне разведкӑна янине нимӗн пытармасӑрах каласа пачӗ.

Тот сознался, что его послали в Блитчу для разведки.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вара мадьярсем нимӗҫ командованийӗ вӗсене кама хирӗҫ ҫапӑҫма кӑларса янине ирӗксӗрех тавҫӑрса илме тивӗҫ.

Показать мадьярам, с кем им придётся иметь дело, против кого их прислало бороться немецкое командование.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Каярахпа пирӗн партизансем чӑнахах та парад пуҫласа янине курсан, вӗсем ҫав тери хавасланса ӳксе, шартлама сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах, урам тӑрӑх савӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ.

А когда увидели, что верно — для парада строятся партизаны, а не для боя, — сразу на улице гуляние, хотя и лютый мороз.

Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир Валерик хӑрушшӑн кӑшкӑрса янине илтрӗмӗр.

Мы услышали дикий крик Валерика.

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Чее те хаяр ҫынна эсир ҫеҫ ӗненме пултаратӑр; анчах эпӗ Рутилие консул пуҫласа янӑ калаҫӑва ҫӗнӗрен тапратас шутпа янине пит лайӑх ӑнланса илтӗм.

— Это вы можете верить хитрому и коварнейшему человеку… но не я, которая отлично поняла, что Рутилий отправился в Рим, чтобы возобновить переговоры, начатые лично с самим консулом.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ пӗр хулӑн кантӑра ывӑтса янине куртӑм.

Я видел, как верёвку бросили, очень толстую.

Эпӗ пӑрахут кӑшкӑртнинчен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех