Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янахӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усӑнчӑк тутипе пӗчӗк янахӗ ҫеҫ амӑшӗнне хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӑкӑрӑлса тӑракан тути, ҫаврака янахӗ ачанни пек ачаш.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш янахӗ кӑкӑрне чутах лекмест.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл чӗтревлӗ аллисене янахӗ тӑрӑх шутарса антарчӗ, вӗсем те ҫап-ҫарах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантра Стасикӑн шуранка пичӗ, сухалпа витӗннӗ шӗвӗр янахӗ, курпунланнӑ кӗлетки Дубова хӗрхентерсех ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗмӗрт пек хура куҫӗ, ҫаврарах пичӗ, тӳрӗ сӑмси, ҫамки урлӑ усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑрки, варринчен пӑт путӑк янахӗ — пурте ун йӑлтах ашшӗне, Митрахвана, аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хи-с-еп-лӗ тӑ-лӑх-сем… — парти ертӳҫин янахӗ йӑтӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене тупсан чаршава сирчӗ, чӳрече янахӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫухи айӗнчен, ҫанни вӗҫӗсенчен шӑнӑрсем тухса усӑнчӑкрах янахӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ те, вӑрӑм пӳрнисем тӑрӑх шерепеленсе сапаланаҫҫӗ те — йӑлт шӑнӑрсенчен ҫыхса-явса туман-ши ку ҫынна тесе шухӑшлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тути ҫинчен мӑкӑрӑлчӑкрах янахӗ айнелле кӑвак ҫӗвӗ (вӑрҫӑ палли, терӗм) чалӑшшӑн анса каять.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Редактор та ҫӗкленет, чӳрече янахӗ ҫинчи термосран кӗленче куркана чей тултарса, унта сахӑр катӑкӗсем ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑмӑр куҫӗсем пысӑк, йӑлтӑркка, тӑрӑхларах пичӗ витӗр курӑнас пек ҫутӑ кӗрен, янахӗ айӗнче ҫинҫе ҫеҫ йӗр авӑннӑ: йӗкӗр янах палӑрма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вара вӑл ҫавӑнтах сылтӑм аллипе питне хупларӗ те унтан ҫав аллипех ерипен куҫӗ патӗнчен пуҫласа янахӗ патне ҫитиччен сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑйлӑ этемӗн янахӗ ҫапла пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пит-куҫӗ унӑн пысӑк, питҫӑмартисем тухарах тӑраҫҫӗ, янахӗ ҫирӗп, тӑваткӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн чипер пичӗпе янахӗ тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса, хӑмӑр, хӗрлӗ хура йӗрсем хӑварать, куҫӗсем ялтӑртатса ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылайранпа хырӑнман шӑртлӑ янахӗ тӑтӑшах сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Марине йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ те, сак ҫине хӑпарса, чӳрече янахӗ енне кармашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Пӗчӗк Федораш унӑн шыҫмак янахӗ ҫине куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхрӗ, унтан вӑл хӑй ҫеҫ мар, юлташне те кӑтартасшӑн пулса, пӳрнипе Флорида госпожан мӑйӗ еннелле тӗллерӗ.

Маленький Федораш — тот так и уставился на ее подбородок и даже показал кому-то на него рукой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех