Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яланхи сăмах пирĕн базăра пур.
яланхи (тĕпĕ: яланхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, яланхи пекех, кичем передачӑсем кӑна пӑхнӑ.

Смотрел он, как всегда, только скучные передачи.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Фашистла Германине хирӗҫ пыракан вӑрҫа яланхи пек вӑрҫӑ тесе шутламалла мар.

Войну с фашистской Германией нельзя считать войной обычной.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Яланхи пекех фойере курав йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Потапов, хулӑн туталлӑ чипер арҫын, яланхи пекех хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, Мерчен Мишши уринче — сакӑрвунӑ тенкӗ тӑракан кивӗрех пушмак.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр хура кӗркунне Таранов ашшӗ-амӑш килне килсен урамра ӑна Сулагаев хирӗҫ пулчӗ, яланхи пекех пӑртак хӗрӗнкӗскер, сывлӑх та сунмарӗ, куҫ айӗн сӑнсӑррӑн пӑхса илсе иртсе кайма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫитетӗп ун патне те, мана ҫавӑншӑн никам та выговор парас ҫук, эп хамӑн шухӑша калатӑп, — сӑмахне яланхи пекех лӑпкӑн шутарчӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта, паллах, Настя хӑйӗн шӗвӗр пӳрнипе яланхи пекех тупӑнчӗ.

Тут Настя, как всегда, со своим указательным пальцем.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Ҫавӑн пекех муниципалитетӑн халӑх суйлакан органӗн депутат тивӗҫне яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫламан ҫын та староста пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Вӗреннӗ чухне те, ӗҫлеме пуҫласан та хӑйне чӑн-чӑн ҫын пек тытасси, яланхи пекех, обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнасси пирки иккӗленӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Сергей Николаевич ӑна яланхи пекех ӑшшӑн кулса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Ну, сывӑ пулӑр! — терӗ вӑл, яланхи пекех йӑвашшӑн кулса.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Енчен те музыковед е театровед пирӗн музыка театрӗн творчествӑллӑ сӑн-сӑпатне хӑйӗн яланхи хӑнӑхнӑ куҫӗпе пӑхсан, ӑна ниепле те тӗп-тӗрӗс кураймӗ, ӑнланаймӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Малтанласа пӑхма кӑна вӗсем яланхи пек.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл, Герасим Федотовича палласа илсен, яланхи пекех сӑмах та чӗнменскер, самантрах каялла чакрӗ, юхан шыв хӗррипе тӑвалла утма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Чӗлхӳ яланхи пекех япшар ваҫка, — тиркешрӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Харлаттарма чарӑн тесе янахӗнчен тӗртетӗн те — тӳрех тарӑхса каять, тӳшеке-минтере ҫӗклесе мунчана уттарать е кӳршӗри кинеми патне вӗҫтерет, — яланхи пекех янравлӑн кулчӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Яланхи пекех Мавра кинеми патӗнче ҫӗр каҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Степан Фомичпа Платон пеккисене путсӗрленме ирӗк памастӑпах, — яланхи пекех ҫивӗччӗн кастарчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тепӗр кунне ирхине сакӑр сехетре яланхи пекех клуба кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ирхине Испуханов ӗҫе яланхи пекех тӑхӑр сехет тӗлне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех