Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялан сăмах пирĕн базăра пур.
ялан (тĕпĕ: ялан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялан ман ҫинчен шутлать пуль, ялан хуйхӑрать пуль, мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав тери хаваслӑ тытрӗ хӑйне унӑн ҫӗнӗ савнийӗ сӗрен кунӗнче, ялан кулса, ялан ташласа каччӑ чунне ирӗлтерсех ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан вӑрҫа хӑвалать, ялан нӳхрепе хупать.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс манран ан хӑра, ялан калаҫ, ялан чӗвӗлтет.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хапхана ялан ҫын шаккать, ялан ҫын шаккать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑт ҫын, ялан малта, ялан ҫиелте пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах та харсӑр, хӑватлӑ чунлӑ хастар ҫынсенӗн юррисенче, ялан эс чӗрӗ ыр тӗслӗх пулӑн, ҫап-ҫутӑ ирӗк тӗнче патне ялан утма мӑнаҫлӑн чӗнсе эс тӑрӑн!

.. Но в песне смелых и сильных духом всегда ты будешь живым примером, призывом гордым к свободе, к свету!

Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Революци вӑл ялан пулса пыракан вӑрҫӑ пек япала мар вӗт, ялан пулса пыракан вӑрҫӑра вӑл ӗнерхи тӑшмансем паян шампански шаклаттарса ӗҫеҫҫӗ, ыран вара пӗрле ӗнерхи союзника тата «ӗмӗрхи» туса вӗлерме каяҫҫӗ.

Революция — это же не обыкновенная война, в которой вчерашние враги сегодня чокаются бокалами шампанского, а завтра идут вместе убивать вчерашнего союзника и «вечного» друга.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Амӑшӗн сӑн-пичӗ юлашки вӑхӑтра ялан хуйхӑ-суйхӑллӑ, ялан темӗн пӑшӑрхантарать ӑна.

 — Лицо у матери последнее время озабоченное, даже потерянное какое-то.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кичем ялан пӗччен, ялан пӗччен вуласа ларма!

Скучно мне читать всегда одной, одной!

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн ҫыранӗнчен уйрӑлса сехечӗ-сехечӗпе шалалла утатӑн — шывӗ пурпӗр чӗркуҫҫи таран кӑна, — хӑш чух унтан кӑшт ҫеҫ тарӑнрах е ӑшӑхрах пулать, — вуншар километр ҫавӑн пек тӑсӑлать вӑл, ялан пӗр пек, ялан пӗр пек.

Часами идешь от берега — и все вода по колено, ну чуть повыше или пониже, и насколько хватает глаз, на десятки километров, — все одно и то же, одно и то же.

33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Павел Гатчинӑра тискерленсе кайнӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗлӗкхи пурнӑҫран рыцарьле туртӑмсем кӑшт ҫеҫ, тӗксӗммӗн палӑракан пулса юлнӑ; вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ Бенгали тигрӗ пулнӑ; кичем те юратса пӑрахнӑ, ялан ҫилленнӗ, ҫынсем ялан ҫиллентерекенскер, вӑл трон ҫине малтарахран лекмен пулнӑ пулсан, ухмаха ернисен ҫуртне лекнӗ пулӗччӗ.

Павел был человек одичалый в Гатчине, едва сохранивший какие-то смутные рыцарские порывы от прежнего состояния; это был бенгальский тигр с сентиментальными выходками, угрюмый и влюбленный, вечно раздраженный и вечно раздражаемый, он, наверное, попал бы в сумасшедший дом, если бы не попал прежде на трон.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Ялан ӗмӗртет вӑл ӑна, ялан

Все она его кормит, все кормит…

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тӳррипе каласан, шухӑшӗ ытларах та пулать пуль-ха, ыранхи куншӑн пӑшӑрханасси ҫук темелле пуль, вӑл ялан тутӑ, ялан ирӗкре, урӑххине пуҫҫапса йӑлӑнмасть, пӑхӑнасшӑн та мар, вӑл хӑйне пӑхӑнтармашкӑн хӑват ҫитерет.

А вернее сказать, думы-то у него есть, но другие, а не о хлебе насущном, человек с деньгами свободен, ни перед кем не кланяется, а норовит заставить кланяться себе других.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн ҫав местечкӑра тупса илме май килнӗ таварсенчен те хитре тумсем ҫӗлетсе тӑхӑнма пӗлекен, ҫӳҫне илемлӗ туракан, аллисене лайӑх пӑхса пурӑннӑ арӑм пулнӑ, вӑл местечкӑри ялан чупса ҫӳрекен, васкакан, ялан мӗн те пулин тӑвакан айван хӗрарӑмсенчен пуринчен те хитререх курӑннӑ.

У него была жена, которая даже из товаров, какие можно было достать в местечке, умела сшить красивые наряды, расчесывала волосы, ухаживала за руками, она была красивее всех постоянно бегавших, спешивших, постоянно что-то делавших глупых женщин в местечке.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Эпӗ ялан пӗччен, эпӗ ялан хам кӑна, — терӗ вара аран илтӗнмелле.

— Я всегда одна, я всегда сама, — еле слышно сказала Таня.

XIX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ялан пӗччен, ялан хампа хам кӑна.

Что всегда одна, что всегда сама?

XIX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кӑвайт та ялан хускануллӑ, ялан ҫӳлелле туртӑнакан япала иккен.

Тоже вечно подвижный и постоянно стремящийся вверх.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫапла икӗ уйӑха яхӑн, тен, ытларах та иртрӗ; манӑн ҫи-пуҫ йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, хуп-хура ҫӳретӗп, тӑлӑх арӑм килӗнчи пурнӑҫ мӗнле килӗшме пултарнӑ-ха мана — ӑнланаймастӑп; унта ҫӑвӑнмаллаччӗ, тирӗкрен ҫимеллеччӗ, ҫӳҫ-пуҫа турамалла, вӑхӑтра ҫывӑрма выртмалла, вӑхӑтра тӑмалла, ялан кӗнекепе пуҫ ватас пулать, ҫитменнине тата, Уотсон мисс ялан йӑслать.

Так прошло месяца два, а то и больше, и я весь оборвался, ходил грязный и уже не понимал, как это мне нравилось жить у вдовы в доме, где надо было умываться, и есть с тарелки, и причесываться, и ложиться и вставать вовремя, и вечно корпеть над книжкой, да еще старая мисс Уотсон, бывало, тебя пилит все время.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Завхоза ялан тилхепере тыт, ҫӑварлӑх панине ялан туйса пытӑр, вӑл та колхоз укҫине упратӑр.

Завхоза завсегда держи на вожжах, чтобы он чувствовал удила и тоже берег колхозные деньги.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех