Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑ (тĕпĕ: яваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кая юлсан каю шӑтассине шута илсе ыттисем те ҫак яваплӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр пуҫӑннине калать ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗ Валерий Долгов.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Комиссин яваплӑ членӗсем «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программи Канаш тӑрӑхӗнче епле пурнӑҫа кӗрсе пынипе паллашнӑ, ҫак тӗллевпе вӗсем строительство объек чӗсене ҫитсе килнӗ, подрядчиксемпе тата вырӑнта пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Фермера ҫак яваплӑ ӗҫре ывӑлӗ Дима тата пӗлӗшӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шпаковсем купӑста лартма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... 85%d0%bda/

Коллеги ӗҫне Граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен Чӑваш Республикинчи патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, РФ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енти управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Федор Фомин, республикӑри муниципалитетсен совечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, республикӑри муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем тата яваплӑ ытти ҫынсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

Асӑннӑ уйрӑм ӗҫченӗсем вӑл е ку ыйтупа консультаци парассишӗн, килтен хӑй тӗллӗн тухса ҫӳрейменнисене центрӑн ятарлӑ автомашинипе больницӑна диагностика тӗрӗслевӗсем кӑларма, анализсем пама илсе кайса ҫӳрессишӗн яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Е «сахал яваплӑ» тенипе ҫыхӑннӑ-и ку?

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Анчах ҫурхи шывпа ҫыхӑнман ку, «Спутник» сахал яваплӑ общество шӗвӗ каяша юхтарнипе ҫавӑн пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама О.Мисяков уйрӑм предприниматель хӑй ҫине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Леонард Левый, унпа пӗрле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тата «Хула хутлӑхӗ» парти проекчӗн Чӑваш Республикинчи координаторӗ Валерий Антонов тата ытти яваплӑ ҫынсем вырӑнта пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

«АСК-Яльчики» сахал яваплӑ общество кӑҫал пӗрчӗллӗ культурӑсене (пурӗ 700 гектар) чи малтан акса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр ҫинче автомобиль рульне тытса пыракан пекех яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫӳп-ҫап пуҫтарассипе яваплӑ регионти оператор контейнерсем ҫитменнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Чӑваш Ен наци телевиденийӗ вара ҫӳп-ҫап пуҫтарассипе яваплӑ регионти операторпа ҫав-ҫавах ҫыхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр, анчах хӑюллӑ тата яваплӑ пулсан кӑна.

Возможен карьерный рост, если будете действовать смело и ответственно.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем унта «НПФ «Мета-хром» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «НПО Таврида Электрик» АО пулса курнӑ, вӗсен ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Паянхи куна илес пулсан, Марий Эл Республикине кулленех «АККОНД» АО, «МЕГАЮРМА» тулли мар яваплӑ общество, Вӑрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначӗсем, «Букет Чувашии», «Етӗрне сӗчӗ» акционерсен уҫӑ обществи тата ыттисем те хӑйсен таварӗсене тӑратнине пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Тен, хамӑн чун ыратӑвне хаҫат урлӑ пӗлтерни яваплӑ ҫынсен кӑмӑлне ҫемҫетме пулӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Блокадӑри хуларан ачасене илсе тухакан яваплӑ виҫӗ ҫитӗннӗ ҫынран пӗри пулнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫак мероприятие йӗркелесе ирттерессишӗн федераци шайӗнче РФ Строительствӑпа Цифра министерствисем яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ҫакӑ мана малашнехи ӗҫре тата яваплӑ пулма хистесе тӑнине те ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех