Шырав
Шырав ĕçĕ:
Курс — ҫӑпан шӑтса пӳр юхса тухиччен, суран тасаличчен.
Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса унӑн пичӗ тӑрӑх юхса анчӗ.
Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Валентин Александров МТЗ-82 тракторӗнчен кӑкарнӑ сеялкинчен юхса пыракан вӑрлӑха тӑпрана варӑнтарса айлӑмалла анчӗ, хыҫалта тусан мӑкӑрланса пычӗ.
С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ.
Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html
Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ.
Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html
Ял хушши типсех ҫитеймен пулсан та /кунта вӑрманти шывсем юхса анаҫҫӗ/ типтерлӗхпе тасалӑх хуҫаланни савӑнтарчӗ.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
32. Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ; 33. Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман, 34. анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр; 38. Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ.1. И показал мне чистую реку воды жизни, светлую, как кристалл, исходящую от престола Бога и Агнца.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, смоква йывӑҫӗ ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗнтереймест; иҫӗм йывӑҫӗ те смоква ҫимӗҫне тӑваймасть; ҫавӑн пекех пӗр ҫӑлтанах тӑварлӑ шыв та, тутлӑ шыв та юхса выртаймасть.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38. ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Вӑл ҫӗре шӑварса тӑмашкӑн пушхирсене ҫӑлсем, ту тӑррисене юханшывсем юхса анмалла кӳлӗсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та тӳремлӗхе тухнӑ, акӑ ӗнтӗ вӗсене хирӗҫ пысӑк йышлӑ ҫар килет — ҫураннисем те, утлисем те; вӗсем хушшинче шыв юхса выртать.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Иерусалимран чӗрӗлӗх шывӗ юхма тытӑнӗ, ҫурри тухӑҫри тинӗселле, тепӗр ҫуррийӗ анӑҫри тинӗселле юхса выртӗ: ҫулла та, хӗлле те ҫапла пулӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ сухаҫӑ тырӑ выракана, иҫӗм ҫырли таптакан иҫӗм йывӑҫӗ лартакана тӗл пулас кунсем ҫитӗҫ; тусем иҫӗм сӗткенӗ юхтарса тӑрӗҫ, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ пӗтӗм сӑрт ҫинчен юхса выртӗ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана каларӗ: ку шыв ҫӗрӗн тухӑҫ еннелле юхать, айлӑма ҫитет те тинӗсе юхса кӗрет; вара тинӗс шывӗ сывлӑхлӑ пулать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.