Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра, ачалӑх аса килнипе, типсе ҫитмен шӑхличе ҫулса тытрӑм та «Пирӗн урам анаталла» юрра яра патӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эпӗ халь ҫав юрра нимӗнпе те танлаштараймастӑп, паянхи кун та вӑл ман хӑлхарах янӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пурте пӗлекен «Че те надо» юрра пӗрле те шӑрантарма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Ҫамрӑк кинпе пӗрле ыттисем те юрра хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑ хӑнана-мӗне кайсан ҫак юрра юрласа таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку юрра вӑл амӑшӗнченех вӗренсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан вун ҫиччӗре мар-ха, кӑшт аслӑрах, ҫапах та ку юрра шӑп та шай Иливан пирки хунӑ пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Сирӗн юррӑр мар ку, ку юрра кам пирки хывнине эпир пит лайӑх чухлатпӑр, — шутлать Иливан. — Килте ӗҫкӗре кӗсле каланӑ чух эсир пачах урӑхларах юрлаканччӗ».

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтмен пулсан ҫак юрра юрласа та памастӑмччӗ, — ытарлӑн тавӑрчӗ старик.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗвви ӗлӗкхиех унӑн — Янтуш мучи нумай юрра ҫак кӗвӗпе юрлать, сӑмахӗсем — урӑх.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кас кӳлӗм бустанра кашни кун тенӗ пекех юрӑ янӑрать, тарҫӑсем ку юрра чарӑнсах итлеҫҫӗ — хитре юрлать ҫапах та Сююнбике!

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ух, шӑрантарчӗ те вара ман шӑнкӑрч юрра!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫак корреспондент шӑпах пирӗн тӗле ҫитсен, ман шӑнкӑрчӑ юрра яра пачӗ!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Эп килте чух ӑна кичем мар, пӳртре никам та ҫук чух вӑл чӳрече витӗр урамалла пӑхать те хайне хӑй йӑпатса юрра шӑрантарса кӑна ларать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Михала ҫаплах ҫемӗ май юрра тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Юрра шӑрантарать ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кӗҫех каччӑсем те юрра хутшӑнчӗҫ, юрӑ юхӑмӗ вара самай вӑйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Итлет ӗҫчен те пултаруллӑ чӑваш хӗрӗсен юррине Казахстан хирӗ, итлеҫҫӗ ӑна каҫхи шӑплӑха сыхласа ларакан сӑртсемпе тусем, кӳлӗ те ҫак юрра итленӗ ман темӗнле илемлӗреххӗн йӑлтӑртатнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Мероприяти вӗҫӗнче ачасен пӗрлештернӗ хорӗ патриотлӑх туйӑмӗпе тулнӑ «Широка страна моя родная» юрра шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Ҫак юрра илтсен, мана анса ларакан хӗвел ҫути те, анкарти хыҫӗнчи пӗччен хурӑн та ытла кичем, ытла хурлӑхлӑ пек курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех