Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт ҫийӗсем пӗтӗмпех малтанхи юрпа витӗнчӗҫ.
Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Тутӑхнӑ рельссем ҫинче юрпа витӗннӗ пӑравусӑн кукӑр кранӗсем тӑраҫҫӗ.На поржавевших рельсах стояли осыпанные снегом горбоносые паровозные краны.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсем Киевра мар, ҫил-тӑмансем юрпа хупласа кайнӑ Барнаулта пурӑнаҫҫӗ.Живут они не в Киеве, а в завьюженном, насквозь продутом буранами Барнауле.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Юр кӗрчӗсем ятарласах юрпа персе выляма тунӑ пек, кӗперӗ темле палланӑ пек, Ленинград патӗнчи дачӑри евӗрлех.Сугробы такие, что только в снежки играть, мост знакомый какой-то, как на даче под Ленинградом.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Вӑрманӗ уяври пек савӑнӑҫлӑ, пӗтӗмпех юрпа витӗннӗ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Карнизсемпе ҫи виттисем юрпа капламланса сиккелеҫҫӗ.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тавралӑх — хулӑн-хулӑн юрпа хупӑрланнӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑт, ачам, япала, — тетчӗ вӑл, — пӗр уйӑх малтанрах эпӗ ӑна юрпа переттӗм, вӑл ман кӑмӑла каймастчӗ, халӗ тенкел ҫинче ларса, ун ҫумнелле пӑчӑртанатӑн та, — унтан хакли никам та ҫук!
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ, юлашкинчен, ун пурӑнӑҫӗнчи тӗллев пулса тӑчӗ, вӑл эрех ӗҫме те пӑрахрӗ, ҫывӑрма выртас умӗн шӑм-шаккине юрпа сӑтӑратчӗ, аш нумай ҫиетчӗ тата мускулӗсене ӳстермешкӗн кашни каҫах икӗ пӑт пуканӗ тытса нумай хутчен сӑхсӑхатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кичемлӗх, сивӗ те усал кичемлӗх пур ҫӗртен те сывласа тӑрать: лапра юрпа витӗннӗ ҫӗр ҫинчен, крышӑсем ҫинчи кӑвакрах тӗслӗ юр кӗрчӗсенчен, ҫуртсен аш тӗслӗ кирпӗчӗсенчен, кичемлӗх трупасенчен кӑвак тӗтӗм пек тухса, кӑвакрах тӗслӗ, лутра, пушӑ пӗлӗтелле шӑвать; лашасенчен кичемлӗх йӑсӑрланса тӑрать, кичемлӗхпе сывлаҫҫӗ ҫынӗсем.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрпа тӑпра фонтанӗсем ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Бояна унӑн ҫамкине, питне, кӑкӑрне юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ ӗнтӗ ун умне Липинца тухса тӑчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплах ҫул ҫинче юр чӗриклетет, хура ҫара туратсем витӗр шурӑмпуҫ хӗрелни курӑнать, вӑрман тӗлӗнчи ҫӑхан ушкӑнӗ кӑранклатса ялалла вӗҫет, мӑрьесенчен тӗтӗм хӑпарать, инҫетре юрпа хупланнӑ вӑрман шурӑмпуҫ ҫутинче кӗрен тӗспе витӗннӗ…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсем, иҫӗм ҫырлин юрпа хупланайман аврисенчен такӑна-такӑна, сад витӗр хӑвӑрттӑн утрӗҫ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫывӑхрах тӗрмене хупнисем пӗр-пӗринпе кӗрешеҫҫӗ, юрпа пемелле выляҫҫӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юрпа тулса ларнӑ уйсене уйӑх ҫутатнӑ чухне Морава айлӑмӗнчи каҫ питӗ илемлӗ.Прекрасная ночь в долине Моравы, когда лунный свет заливает снежные просторы.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юрпа пӑр айӗн шӑнкӑртатса юхакан шыв урлӑ каҫса, сӗвек тайлӑмпа улӑхсан, вӑл такам хурлӑхлӑн ӗсӗкленине илтрӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗр, йывӑҫсем, сӑртсем, чулсем, тайлӑксем, ҫулсем — пурте юрпа витӗннӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫул сасартӑк пӑрӑнакан тӗлте юрпа витӗннӗ тӗмесем, ҫамрӑк чӑрӑшсем умӗнче кӗтеслӗ чул юпа курӑнчӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунти чикӗ пысӑк юханшывсемпе пӗчӗк юханшывсен ҫыранӗсем тӑрӑх та, ҫын хӑпарайми ҫӳлӗ, шап-шурӑ юрпа пӗркеннӗ сӑртсем тӑрӑх та, альп улӑхӗсем тӑрӑх та, хӗвелпе йӑлтӑртатса тӑракан ем-ешӗл айлӑмсем тӑрӑх та, тӳремлӗхсен хуп-хура ҫӗрӗ тӑрӑх та, ҫавӑн пекех хуласемпе ялсен ҫумӗпе те иртет.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.