Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп].
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Тӑшманӑмсем каялла тарсассӑн, Санӑн умӑнта ӳксе-вилсе пӗтсессӗн, эй Ҫӳлти Турӑ, Саншӑн савӑнӑп, хӗпӗртӗп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп: 5. Эсӗ мана сут турӑн, манӑн тавӑҫа татса патӑн; тӳрӗ сут тӑвакан Тӳре, Эсӗ аслӑ пукану ҫине лартӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп: 51. Эсӗ — Хӑвӑн патшуна хӑватлӑн ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ!
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2